Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Уйăхлăх вăхăтĕнче

Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин кунне халалланă уйăхлăх вăхăтĕнче Чутей шкулĕнче тĕрлĕ мероприяти иртет. Калаçу сехечĕсене, презентаци куравĕсене, шашка турнирне 1 класран пуçласа 11 класс таранах хутшăнаççĕ.

Иртнĕ эрне кун 3 урок хыççăн 7-8 классем ертỹçисемпе пĕрле Тăвайне çула тухрĕç. "Аль" ФСКна çитсен пĕрисем бассейна, теприсем тренажер залне васкарĕç.

Ун хыççăн Тăвайри халăх музейĕнче тĕл пулу иртрĕ. Аваллăх çỹпçи экспонатсенчен пуян. Паттăрлăх пỹлĕмĕнче Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарас умĕн тĕрлĕ тĕл пулусем йĕркелеççĕ. "Оборонительные сооружения в годы Великой Отечественной войны с.Янтиково" ятлă диорама вара тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне аса илтерчĕ. Тăвайсем хăш вырăнсенче хỹтĕлев сооруженийĕсем тунипе интересленчĕ чылайăшĕ.

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче районăн 80 çулхи юбилейĕ. Унпа çыхăннă тата Геннадий Козлов художник-ентешĕн картинисен, Галина Мясникован ал ĕçĕн куравĕсем те асра юлчĕç.

8 класри ачасем шкулти ăмăртусенче кăна мар, районти тупăшусенче çĕнтереççĕ. Кире пуканĕ йăтакансен турнирĕнче Андрей Волков 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Хĕрсенчен Ксения Горшкова виççĕмĕш пулчĕ.

Кармалти Н.Афанасьев паттăрлăхне халалласа Тĕмер шкулĕнче виçĕ енлĕ ăмăртусем иртрĕç. Аслă ушкăнрисем хушшинче Чутей шкулĕн команди виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Лидия Соркина, Евгений Петров (10 кл.), Светлана Титова, Иван Юркин (11 кл.) вĕренекенсен пултарулăхне палăртмалла.

Л.МИХАЙЛОВА. Чутей шкулĕ.



"Ял ĕçченĕ"
06 февраля 2015
10:24
Поделиться