Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Харпăр хăйсем хушшинче те, командăпа ăмăртса та

Тăвайри "Аль" физкультурăпа спорт комплексĕнче Хĕл Мучи призĕсемшĕн шывра ишекенсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Вăй виçме 120 çын ытла кăмăл тунă.

Ишес енĕпе тупăшма 9 ỹсĕм ушкăнĕсем (25, 50, 100 метрлă дистанцисем) хутшăннă, 9-10 çултан пуçласа 60 çултан иртнисем таранах. Уйрăм спортсменсем хушшинче çĕнтерỹçĕсен пьедесталĕ çине Инна Ивановапа Дмитрий Лисов (Тăвай шкулĕ, 2005-2006 çул), Елизавета Евдокимовапа Данил Иванов (Тăвай шкулĕ, 2004-2003 ç.ç.), Алина Лисовапа Владимир Емельянов (Тăвай шкулĕ, 2001-2002 ç.ç.), Анастасия Рожковапа Леонид Иванов (Тăвай шкулĕ, 1999-2000 ç.ç.), Ксения Моряковапа (Тăвай шкулĕ) Евгений Зайцев (1997-1998 ç.ç., Тăвай ял тăрăхĕ), Алексей Егоров (18-29 çулхисем хушшинче, Тăвай ял тăрăхĕ), Эдуард Буинцев (30-39 çулхисем, Тăвай ял тăрăхĕ), Луиза Самсонова (40-59 çулхи, Тăвай шкулĕ), Фаина Тимофеевапа Альфред Пимулин (60 çулхи тата унран аслăрах, иккĕшĕ те Тăвай ял тăрăхĕ) хăпарнă.

Шкулсем хушшинче хутăш эстафетăра (1999-2000 ç.ç.) пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Тăвайпа Тĕмер шкулĕсем пайланă. 1997-1998 çулсенче çуралнисен ỹсĕмĕнче эстафетăра Тăвай шкулĕ чи вăйли пулнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕнче - Тĕмерпе Чутей шкулĕсем. 18-29 çулсенчи çамрăксенчен финиша чи малтан Тăвай, унтан райадминистраципе Тăвайри вăтам шкул ишевçисем çитнĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, шкулсен командисенчен тăвайсем (1-мĕш вырăн), тĕмерсем (2-мĕш), чутейсем (3-мĕш) палăрнă.

Район администрацийĕ ăмăрту йĕркелеме пулăшнă Эдуард Буинцева тав тунă.

В.ПАВЛОВ.



"Ял ĕçченĕ"
26 декабря 2014
14:34
Поделиться