Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Кайăксен тусĕ патĕнче

Ялта чи кирлĕ профессисенчен пĕри ветеринар профессийĕ тесе шутлатăп эпĕ. Ял халăхĕ выльăх-чĕрлĕх усрамасăр пурăнмасть, выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел пăхса тăма вара ветеринар пулăшăвĕ кирлĕ. Çак кирлĕ профессипе çывăхрах паллашас шутпа Тĕмер шкулĕнче 9-10-мĕш классенче вĕренекенсем Вăрманхĕрри ялĕнчи Б.А.Иванов ветеринар патне çитсе курма шутларĕç. Борис Александровича, тĕрлĕрен кайăк-кĕшĕк ĕрчетме юратакана, районта пĕлмен çын çук та пулĕ.

Тарават кăмăлпа кĕтсе илчĕ кил хуçи хăнасене. "Ветеринар профессине алла илни кĕçех 30 çул çитет. Мĕн пĕчĕкренех ветеринар пулас килетчĕ. Хамăн ĕçе чунтан юрататăп, суйласа илнĕ профессипе йăнăшман эпĕ", - пуçларĕ калаçăвне Борис Александрович. Унăн кил хуçалăхĕнче мĕнле кăна кайăк-кĕшĕк, чĕр чун çук пулĕ: фазансем, путенесем, пĕчĕк йышши чăхсемпе автансем, тỹрĕ утса çỹрекен кăвакалсем, хир кăвакалĕсем, павлинсем, тĕрлĕрен кăвакарчăнсем.

Попугайсемпе канарейкăсен пỹлĕмĕнче чылай вăхăт чарăнса тăчĕç ачасем. Австрали материкĕ çинчи пекех туйрĕç пулмалла хăйсене çамрăк хăнасем.

Борис Александрович ачасене кайăк-кĕшĕк мĕнле ĕрчени, мĕн вăхăтран ỹссе çитĕнни, хăйĕн ĕçĕнчи интереслĕ пулăмсене каласа пама та вăхăт тупрĕ.

Ачасем çак экскурсипе питĕ кăмăллă пулчĕç. Чылайăшне ветеринар профессийĕ те кăсăклантарчĕ.



"Ял ĕçченĕ"
28 ноября 2014
13:45
Поделиться