Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тавах сана, вĕренекенĕм

Тăвайри музей çуртĕнче Геннадий Васильевич Козловăн картинисен выставки уçăлни çинчен "Ял ĕçченĕ" хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Геннадий Васильевич выставкăна 40 картина тăратнă, вĕсем пĕринчен тепри илемлĕ, илĕртỹллĕ, кашни картини чĕрĕ пек, ытларах çут çанталăкăн тĕрлĕ вăхăтне сăнласа параççĕ.

Эпĕ Гена Козловăн класс ертỹçи пулнă май, унăн пархатарлă, мухтавлă ĕçĕсем çине пăхса чун-чĕререн савăнтăм, çакăн пек чаплă ĕçсене пирĕн Гена тунă-ши тесе тĕлĕнтĕм. Ялта пурăннă май кун пек лайăх картинăсем тăтăшах кураймастпăр, çавăнпа та пĕтĕм Тăвай районĕн халăхне, тĕрлĕ шкулта вĕренекен шкул ачисене, халĕ выставка ĕçленĕ чух, Тăвай музейне çитсе курма сĕнетĕп. Тĕлĕнмелли, пĕлмелли, савăнмалли нумай кунта, асăннă выставкăра пулнă кашни çын, тулли кăмăлпа, çутă ĕмĕтпе, хаваслăн, малалла кал-кал пурнăç çулĕпе утĕ. Çавăнпа килĕр, паллашăр.

Геннадий Васильевич Тăвай шкулĕнче 1978-1979 вĕренỹ çулĕсенче вĕренсе аттестат илчĕ. Класра пĕринчен тепри пултаруллă, маттур ачасемччĕ, 33-ĕн пулнă вĕсем. Халь вĕсен хушшинче тĕрлĕ специальноçлă сумлă пысăк çынсем пур. Миша Якку Тăвайри автоавари хыççăн Улянкă-Тăвай çулне вашмăклантарчĕ, вăл Мускаври çул-йĕр институтне пĕтернĕ. Надя Немцева - Канашри паллă врач, Юра Ивановпа Юра Федоров паллă, сумлă, хисеплĕ трактористсем пулнă "Красное Сормово" колхозра, Юрий Васильев председательте ĕçленĕ, Галя Автинăпа Света Соколова шкул пĕтерсенех тỹрех физмата вĕренме кĕчĕç. Пурин çинчен çырса пĕтерме те çук. Туслă, тăрăшуллă, мал ĕмĕтлĕ ачасемччĕ. Гена вара пирĕн пурне те хавхалантарма, савăнтарма пĕлетчĕ, нихăçан та кичем пулман класра. Пур ĕçре те, вĕренỹре те, обществăлла ĕçре те вĕсем шкулта малтисемччĕ. Ан шутлăр мухтанать тесе, ку чăнах та çавăн пек пулнă.

Вĕсем пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă, çак туслă, тăрăшуллă, аслă тавракурăмлă, хăйсене тытма пĕлекен ачасенчен начар кăмăллă, пăсăк çынсем пулма пултарайман.

Геннадий Козлов вĕреннĕ вăхăтра эпĕ 39 çулта пулнă, халĕ вара 75-ре пыратăп. Тĕлĕнмелле хăвăрт иртсе пыраççĕ пурнас кунсем-çулсем. Çапла, кăçал вĕсем хăйсем шкул пĕтерни 35 çул çитнине паллă турĕç, эпĕ те вĕсен хушшинче çамрăклантăм. Тавтапуçах сире, пурне те, мана асра тытнăшăн, эсир те яланах ман чĕрере. Сирте яланах çынлăх, сăпайлăх, тĕрĕслĕх, ырă кăмăллăх хуçалантăр. Сирĕнпе савăнмалăх та, мухтанмалăх та пур.

Геннадий Васильевич, сана вара тата пысăк çитĕнỹсем сунатпăр. Ĕçỹсем ăнса пыччăр, савăнтар вĕсемпе пĕтĕм чăваш халăхне.

Класс ертỹçи пулнă Ольга ШИШОВА.



"Ял ĕçченĕ"
28 октября 2014
10:57
Поделиться