Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Кукуруза парĕ усă

Кукуруза парĕ усă

"Утă-улăмпа сĕтеклĕ апатсем çителĕклĕ хатĕрлес тесе кăçал пикенсех ĕçленĕ. Çапла вара выльăх-чĕрлĕх çитес хĕле ăнăçлă каçĕ", - терĕ "Акконд-агро фирма" ХАОн тĕп зоотехникĕ А.Максимов. Кукуруза силосĕ икĕ траншея пулнине каларĕ.

Пурĕ вара сĕтеклĕ апатсем çичĕ траншея йышăннă. Утă рулонĕсене пленкăпа витсе упраççĕ, капла вĕсем кирек епле çанталăкра та лайăх сыхланаççĕ, пахалăхне çухатмаççĕ. Траншейăсенчи сĕтеклĕ апатсене те технологи ыйтнă пек упрама тăрăшаççĕ. Паха апат - продукци шанчăкĕ.

Мучар енчи уйри кукурузăна шăмат кун вырса пĕтерчĕç. Ăна предприяти виç-тăватă уйра пурĕ 240 гектар акса çитĕнтернĕ. Çулленех пур ку йышши сĕтеклĕ апат выльăхсен рационĕнче. Унпа апат хутăшĕ тума усă кураççĕ: çулçи, туни, пуçĕ - пурте пур унта. Икĕ агрегатпа пухса кĕртнĕ кукурузăна аккондçăсем. Эпĕ Юрий Яковлев механизатора Ягуар 850 комбайнпа юлашки çаврăмсенчи кукурузăна вырса пухнă чухне ỹкерсе ĕлкĕртĕм. Тепĕр кунне ку уя Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Михаил Егоров хăватлă тракторпа тата дискаторпа çĕр кăпкалатса хатĕрлеме те тытăнчĕ çийĕнчех. Тен, кукуруза тăккаланчăкпа пухăннăран васкарĕç çĕре хуратма. Тепĕр тесен, вăхăчĕ те хĕсет. Умра октябрь вĕт, малашне çĕр шăнса пыма пултарать. Тунти кун Михаил Васильевич пысăк уя кăпкалатса пĕтерсе те пыратчĕ.

Тырра пухса кĕртнĕ, кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварнă. Халĕ пикенсех сухалаççĕ, çĕр кăпкалатаççĕ. Юлашки лаптăксенчи утă-улăма пуçтарса упрама хураççĕ.

"Акконд-агро фирма" хупă акционерлă обществăн пурĕ 1367 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутран сăваканнисем - 605. Паянхи куна талăкра кашни ĕне вăтамран 18 килограма яхăн сĕт парать.

И.ГЛАДКОВ.

Сăн ỹкерчĕкре: кукурузăна силослăх пухса кĕртнĕ вăхăтра



"Ял ĕçченĕ"
30 сентября 2014
11:48
Поделиться