Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

"Упа кĕтесĕ" - юмах тĕнчи

Кашни çулах пирĕн класс кĕрхи вăрмана похода каяссине ырă йăлана кĕртнĕ. Çак çулçỹреве эпир чун-чĕререн кĕтрĕмĕр. Акă иртнĕ эрнере класс ертỹçипе Михаил Сергеевич Майрасловпа пĕрле çула тухрăмăр. Çанталăкĕ лăпкăччĕ, тỹпе янкăр çутă кăвакчĕ. Халиччен Елизар пĕви хĕрринче каннă пулсан, кăçал вара "Упа кĕтесĕ" кану бази хăй патне илĕртрĕ. Çак тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнта пирĕн ачасем пурте пулса курма ĕлкĕреймен иккен, çавăнпа çул çинчех хăвăртрах унта çитме ĕмĕтленчĕç.

"Упа кĕтесне" пырса кĕрсенех ачасем тĕлĕнсе кайрĕç, шаларах кĕнĕçемĕн вара çăварĕсене карса, пĕççисене шарт! çапманни кăна юлчĕ.

"Ку кĕтес" чăнах та юмахсенчи ỹкерчĕксенче сăнарланă çăтмахри евĕр", - терĕ юлташăм.

Чăнах та, çул хĕррипе кăвак чăрăшсем, хĕп-хĕрлĕ пан улмиллĕ йывăçсем кĕтсе илчĕç пире. Кану центрне йĕркелекенĕ Сергей Николаевич Дмитриев та тарават пулчĕ, савăнмалăх пысăк беседка, шашлăк пĕçерме мангал уйăрса пачĕ. Часах илемлĕ юрă янăраса кайрĕ. Кунта çемьепе те, тус-юлташсемпе те канма условисем лайăх. Хура мунчасемпе уявсем ирттермелли залсем, карусельсемпе квадрациклсем, бассейнсемпе беседкăсем пур. Экскурси хыççăн арçын ачасем шашлăк пĕçерчĕç, хĕрачасем вара сĕтел хатĕрлерĕç. Каярах эпир, 9-мĕш класра вĕренекенсем, волейболла, бадминтонла, футболла вылярăмăр. Сергей Николаевич пире пейтболла выляттарчĕ. Мĕнле лайăх-çке вăрманта! Вăхăт иртни сисĕнмерĕ.

Поход пирĕн асăмра яланлăхах юлĕ. Юлашкинчен вара çак асамлă кĕтес хуçине хамăр класс ячĕпе чĕререн тав сăмахĕ калас килет: "Тавтапуç сире, Сергей Николаевич, çакăн пек кану центрĕ йĕркеленĕшĕн. Сочирен те ирттерет пулĕ вăл. Пире тарават кĕтсе илнĕшĕн, пĕтĕм условисене тỹлевсĕр туса панăшăн тепĕр хут тав! Ăнăçу сире!"

Арина ЛУКИНА, 9 класс. Енĕш Нăрваш шкулĕ.



"Ял ĕçченĕ"
26 сентября 2014
11:39
Поделиться