Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Художникпа тĕл пулнă

Районти хушма пĕлỹ паракансем, искусствăна тата технологие вĕрентекенсем сентябрĕн 11-мĕшĕнче Шупашкара çул тытрĕç.

Унта "ЧР тава тивĕçлĕ художикĕ" хисеплĕ ята илнĕ ентешĕмĕрпе Геннадий Васильевич Козловпа тĕл пулчĕç. Чăваш патшалăх художество музейĕн директорĕнче тăрăшать вăл. Курав залĕсенчи экспонатсемпе Геннадий Васильевич хăй паллаштарчĕ пире.

Художник мастерскойне те çитсе куртăмăр кайран. Геннадий Васильевич Козловăн хăйне евĕрлĕ тĕнче кунта. Стакан лартмаллисем, чансем пурне те тыткăнларĕç. Унăн ỹкерчĕкĕсенчен куç илес килмест. Художник чăнлăх туйăмĕллĕ пейзажсем ỹкерет. Çут çанталăк - унăн вăй-халĕн тата хавхаланăвĕн çăл куçĕ. Геннадий Васильевич унăн илемне хăйĕн ĕçĕсенче сăнарлать.

Тĕл пулу Тăвай енри вĕрентекенсене питĕ килĕшрĕ, вĕсем пысăк хавхалану пухса таврăнчĕç.

Н.ФЕДОРОВА, вĕренỹ пайĕн методисчĕ.



"Ял ĕçченĕ"
16 сентября 2014
10:43
Поделиться