Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Хутмалли сезона хатĕрленес ыйтупа

Ялсенчи информаципе культура центрĕсен семинар-канашлăвĕ пулнă иртнĕ эрнере.

Социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Н.Чайкина ертсе пынă ăна. Асăннă учрежденисен умĕнче тăракан тĕп ыйтусенчен пĕри - культура çурчĕсене хутмалли сезона хатĕрлесси. Мучар ялĕнче ак, клуба тĕпрен юсаççĕ. Унта чỹречесен хашакĕсене, тăррине, ăшăтакан системăна çĕннисемпе улăштарнă.

Сивĕ кунсенче лăпкă пурăнас тесен, районти информаципе культура центрĕсенче çанă тавăрсах ĕçлемеллисем чылай-ха. Çакăн пирки аса илтернĕ ертỹçĕсене Наталья Юрьевна. Çуртсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнасси пирки те сăмах хускатнă семинарта.

Тушкилте тĕрĕслев иртнĕ, çитменлĕхсене 2015 çулхи февральччен пĕтерме хушса хăварнă. Кĕçех Йăнтăрчăри информаципе культура центрĕ те тĕрĕслев витĕр тухмалла. "Чи лайăх культура ĕçченĕ" тата "Чи лайăх культура учрежденийĕ" ятсене илессишĕн районти конкурссене хутшăнасси пирки те калаçнă. Культура çулталăкĕнче чи лайăххи пулас тесе пурте тупăшасса шанатпăр.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



"Ял ĕçченĕ"
09 сентября 2014
09:10
Поделиться