Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Уйра - ака комплексĕ

Кĕрхи ĕçсем чи хĕрỹ тапхăра кĕчĕç: вырма та, кĕр аки те пырать пĕр вăхăтрах. "Акконд-агро фирма" хупă акционерлă общество икĕ ĕçĕнче те хăйне аван кăтартать: тырăсене мĕн пур лаптăкăн çуррине ытла çапса илнĕ, çитес çулхи тухăç никĕсне хывса ку вăхăт тĕлне 80 гектара яхăн ыраш акнă.

-Кăçалхи тухăç пĕр гектар пуçне вăтамран 20 центнерпа танлашать. Урпа тухăçĕ вара чылай пысăкрах - 28 центнера яхăн. Çурхи тулă çапман-ха,-вырмари ĕçсемпе кĕскен паллаштарчĕ предприятин тĕп агрономĕ Анатолий Николаевич Михайлов.

Кĕрхи тĕш тырă культурисем начартарах тухăç панине пĕлтĕмĕр. Апла пулин те, вĕсене кăçалхи кĕркунне те 400 гектартан кая мар акса хăварма палăртнă. Çĕрне хатĕрлесе çитернĕ, терĕç.

Акара Улянкă ĕçченĕ Михаил Васильевич Егоров механизатор тăрăшать. Вăл 1962 çулхи. Техникăпа çитмĕлмĕш çулсен вĕçĕнченпе туслă. Çар службинчен таврăнсан, "Заря" колхозра, унтан "Луч" совхозра тракторпа тата комбайнпа ĕçленĕ. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн вăл ВДНХ бронза медалĕсене, ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине, II степеньлĕ "XI пилĕк çуллăхăн çамрăк гвардеецĕ" паллăна тивĕçнĕ, ăна районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ, пĕрре çеç мар ака чемпионĕ пулнă. М. Егоров - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ. 2008 çултанпа "Акконд-агро фирма" обществăра вăй хурать.

Халĕ вăл 144 гектарлă уйра хăватлă тракторпа тата ака комплексĕпе - культиватор-сеялкăпа кĕрхи ыраш акать. Малтан хăех анана БДМ-6,6 дискаторпа икĕ хут кăпкалатса хатĕрленĕ. Вăрлăха имçамланă. Ăна Александр Птичкин водитель автомашинăпа турттарать, ятарлă хатĕрпе хăех сеялка çине тиет. Агрегат 10 метр сарлакăш акса пырать.

-Пĕр кунтах чылай ỹсĕнет, -хĕпĕртет Михаил Васильевич.

И.ГЛАДКОВ.



"Ял ĕçченĕ"
25 августа 2014
16:19
Поделиться