Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Хальхинче те малта

Кăçалхи ака уйăхĕнчи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн "Акконд-агро фирма" обществăри выльăх пăхакансем мала тухни çирĕпленнĕ.

Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх пурĕ 1290 пуç, çав шутра сăваканни - 605 ĕне. Вĕсен йышне 55 пуç хушăннă. Тăватă уйăхра общество членĕсем 1218 тонна (112 процент) сĕт, 41,6 тонна (193 процент) аш-какай туса илнĕ. Пĕр ĕне пуçне асăннă тапхăрта вăтамран 2013 килограмм (100,1 процент) сĕт сунă вĕсем.

Антонина Антонова, Галина Петрова, Людмила Иеронова, Полина Семина, Наталья Ерастова, Марина Белкова, Людмила Васильева, Екатерина Георгиева дояркăсем, Любовь Никандрова, Людмила Васильева, Валентина Васильева, Людмила Петрова пăру пăхакансем, Галина Федотова, Любовь Новикова, Юлия Лазарева, Светлана Новикова, Владимир Иванов, Сергей Арапов скотниксем, Сергей Филиппов, Владимир Ерастов, Владимир Арапов, Александр Афанасьев механизаторсем харпăр хăй тивĕçĕсене аван пурнăçласа пыраççĕ. Асăннă коллективри ĕçсене Николай Мальцев йĕркелесе пырать. Общество членĕсем иртнĕ уйăхри кăтартусемпе район администрацийĕн Дипломне, "Тăвай районĕнчи чи лайăх сĕт-çу ферми" куçса çỹрекен приза, хаклă парнене çĕнсе илнĕ.



"Ял ĕçченĕ"
13 мая 2014
11:19
Поделиться