Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пирĕн стипендиатсем

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2014 çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн вĕренÿре, тĕпчев, ăслăлăх, пултарулăх, производство ĕçĕ-хĕлĕнче, ертсе пырас, бизнес-проектсем хатĕрлес енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунă 1000 çамрăк кăçал уйăхсерен 1830-шар тенкĕ стипенди илсе тăрĕç. Çав шутран 18-шĕ – Тăвай районĕнчен: Екатерина Автономова, Александра Тимошкина (Тĕмерти вăтам шкулта вĕренекенсем), Наталия Андреева, Яков Данилов (Тăвайри ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсем), Наталия Владимирова, Иван Павлов, Кристина Федотова (Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем), Диана Иванова (Йăнтăрчăри вăтам шкулта вĕренекен), Евгений Андреев, Роман Димитриев, Анна Игнатьева, Екатерина Кольцова, Елена Неофитова, Максим Симонович, Даниил Степанов, Марина Титова, Андрей Турханов (Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем), Александр Федоров (”Акконд–агро” фирмăн бригадир-наладчикĕ).



"Ял ĕçченĕ"
21 января 2014
14:45
Поделиться