Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тĕнче Шупашкара кăмăллать

Çăмăл атлетика федерацийĕсен тĕнчери ассоциацийĕ "ИААФ" хăвăрт утассипе тĕнче Кубокĕсене 2016 тата 2018 çулсенче Шупашкарта ирттерме йышăннă.

Халиччен çавăн пек пысăк ăмăртусене ирттерме умлă-хыçлă пĕр хулана суйласа илни историре пулман. Шупашкарăн ку енĕпе опыт çук мар, 2008 çулта хăвăрт утассипе тĕнче Кубокĕ республикăн тĕп хулинче иртнĕ (2012 çулта – Саранскра). Чăваш Енре хăвăрт утасси анлă сарăлнипе те, хула илемĕпе, трасса лайăх пулнипе, “çăлтăрсем” пуррипе те çыхăннă ĕнтĕ ИААФ Шупашкара суйласа илни.



06 декабря 2013
11:30
Поделиться