Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Иккĕмĕш кăларăмпа паллашар

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче 20 сехет те 30 минутра Чăваш наци телевиденийĕн эфирĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнакан «Вăй хуни» телепроект эфира тухать.

Ку хутĕнче телепроектра Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн республикăри представителĕсем, пациентсем, Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин, Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультечĕн представителĕсем сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă темăна хускатĕç. Медицина кадрĕсем çитменни, çамрăк специалистсен пĕлÿ шайĕ, пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илесси, тухтăрсен кабинечĕ умĕнчи вăрăм черетсем  тата  ытти  ыйтусене  çĕклĕç ку хутĕнче.

«Вăй хуни» телепроектăн иккĕмĕш кăларăмĕн ыйтăвĕсемпе апрелĕн 13-мĕшĕнче тухакан «Советская Чувашия» хаçатра паллашма пулĕ. Çавăн пекех çак передачăна апрелĕн 18-мĕшĕнче 9 сехетре «Россия 1», апрелĕн 22-мĕшĕнче 19 сехетре «Россия  24» телеканалсемпе те курма пулать.



"Елчĕк Ен"
15 апреля 2017
10:03
Поделиться