Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ентешпе мухтанатпăр

Ентешпе мухтанатпăр

Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче Владимир Агеев ÿнерçĕн юбилейне халалланă «Асамлăх тĕнчи - хамăн чĕререн» куравĕ ĕçлет. Ăна Владимир Ивановичăн музей фондĕнче упранакан картинисенчен, архиври материалсенчен йĕркеленĕ. Çавăн пекех пире художникăн тăванĕ Ирина Егорова педагог нумай пулăшрĕ. Вăл мăн аслашшĕн И.Н.Агеевăн /Владимирăн ашшĕн/ кун кĕнекине, паллă художник çинчен тĕрлĕ хаçат-журналти материалсене, картинисене пачĕ.

Владимир Иванович Аслă Елчĕк ялĕнче 1932 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти ÿнер училищинче малалла ăс пухнă. 1952-1955 çулсенче салтак службинче тăнă. Алла диплом илсен республикăри шкулсенче черченипе рисовани урокĕсене ертсе пынă. Каярахпа Чăваш кĕнеке издательствинче кĕнекесем илемлетнĕ, уйрăм ĕçсемпе те ларнă. Унтан «Капкăн» журналта тăрăшса хăйне сатирăра туптанă. Унăн картинисен уйрăмлăхĕ вăл - станоклă живопиçпе тата графикăпа усă курни. Çак мелпе ÿнерçĕ 1960-1970 çулсенчех ĕçлеме пуçланă. В.Агеевăн кашни картининчех чăвашлăх туртăмĕ палăрать. Аллегорипе, философилĕхпе, символсемпе анлă усă курать Владимир Иванович.

Унăн паллă картинисем: «Хĕр тантăшсем», «Çĕр», «Юрă», «Ырăпа усал тĕнчи», «Нарспипе Сетнер», «Çăлкуç умĕнче», «Елчĕк пасарĕ» тата ытти те. Пирĕн ентешĕмĕрĕн картинисем тĕнчипех саланнă. Австралире, Германире, Турцире, Китайра, Америкăра, Израильте, Мускавра, Санкт-Петербургра, Йошкар-Олара, Чулхулара, уйрăм çынсенче, музейсенче упранаççĕ.

Сумлă юбилей умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Владимир Агеев художника «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăласси çинчен йышăну кăларчĕ. Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти ÿнер музейĕнче пирĕн ентешĕн куравĕ уçăлчĕ. Унта Чăваш Республикин культура министрĕ Констанин Яковлев чăваш халăх ÿнерçине саламланă май ăна çав орден медалĕпе чысларĕ. Чыса ÿнерçĕ Чăваш Республикин ырлăхĕшĕн нумай çул таса чунпа ĕçленĕшĕн тивĕçрĕ.

Эпир хамăр ентешпе савăнатпăр, мухтанатпăр. Вăл чăваш историне, пурнăçне, пурнăç таппине хăйĕн картинисенче курăмлă сăнласа парать.

Елчĕк музейĕнчи выставка ака уйăхĕн 20-мĕшĕччен ĕçлет.

С.СТЕПАНОВА.

Сăнÿкерчĕкре: В.Агеев художник.



"Елчĕк Ен"
08 апреля 2017
11:23
Поделиться