Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хĕрарăмсен юхăмне халалласа

Чăваш Енри хĕрарăмсен юхăмĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 90 çул çитет.

Республикăри хĕрарăмсен союзĕ Раççейри тĕрлĕ программăсене  хутшăнать, проектсем хатĕрлет. Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче республикăри куçса çÿрекен «Наци тата культура йăли-йĕркине упраса хăварса амăшĕнчен - хĕрне, ашшĕнчен ывăлне парса хăварасси» курава хакларĕç. Вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн патшалăх пулăшнипе пурăçланать.

Союз чăваш халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварас енĕпе пысăк ĕçсем туса ирттерет. Республикăра кăçал Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ ирттернинче союзăн тÿпи те пысăк. Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ республикăри ашшĕсен союзĕпе  те килĕштерсе ĕçлет.

Çÿлерех асăннă курав республика чикки урлă тахçанах каçнă - унпа çĕршывăн тĕп хулинче те кăмăллăн паллашнă. Кăçал куравпа кашни районах çитме палăртнă. Апрелĕн 12-мĕшĕнче курав пирĕн района килет. Çак кун Чăваш патшалăх пукане театрĕ Елчĕкри ача сачĕсенчи шăпăрлансене тĕрлĕ юмахсемпе тыткăнлĕ. 12 сехетре Чăваш патшалăх академи симфони капелли наци культурин чи паха ĕçĕсемпе паллаштарĕ. Культура çурчĕн фойинче вырăнти ал ăстисен ĕçĕсемпе паллашма пулĕ. Кунтах ăстасен мастер-класĕ иртĕ.

Концерт тÿлевсĕр.

Е.МИХАЙЛОВА,
районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ.



"Елчĕк Ен"
08 апреля 2017
11:20
Поделиться