Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пирĕн ентеш - сывлăх сыхлавĕн министрĕ

Пирĕн ентеш - сывлăх сыхлавĕн министрĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн ентеше - Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралса ÿснĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрне Владимир Николаевич Викторова Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ пулма уйăрса лартасси çинчен Указа алă пусса çирĕплетнĕ.

Владимир Викторов кандидатурине министр должноçне Чăваш Енри медицина пĕрлешĕвĕ сĕннĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнче чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕçлесе тивĕçлĕ тÿпе хывнă пирĕн ентеш пирки çапла палăртса калани Елчĕк районĕнче пурăнакан кашни çын чун-чĕрине ăшăтмалла: «Эсир ăнăçлă та тухăçлă ĕçлеме пултаракан менеджер, администратор. Депутат тивĕçĕсене, обществăлла ытти ĕçсене те туллин пурнăçлама пултарнипе палăрса тăтăр. Сире çынсем шанаççĕ, хисеплеççĕ». Республика Пуçлăхĕ ăна ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата обществăлла ĕçри хастарлăхшăн Чăваш Республикин Хисеп грамотине парса чыс тунă.

Владимир Викторов хăйне шанса панă ĕçе яваплăха туйса, тÿрĕ кăмăлпа, саккуна пăхăнса Чăваш Ен ырлăхĕшĕн ĕçлеме шантарнă.

Сăмах май, Владимир Викторов 2005 çултан пуçласа çак вăхăтченех Хулари стоматологи поликлиникин тĕп тухтăрĕ пулса ĕçленĕ, вăл Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ те.

Ентешĕмĕре малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатпăр. Хăй Республика Пуçлăхне шантарса каланă пек, Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн пайĕ çĕршыври субъектсем хушшинче чи лайăххи пултăр. Çапла пултăр!

Светлана АРХИПОВА.



"Елчĕк Ен"
25 марта 2017
13:24
Поделиться