Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Николай Малов: «Елчĕксен хавхаланулăхĕ, пултарулăхĕ пысăк»

18 марта 2017 г.

Николай Малов: «Елчĕксен хавхаланулăхĕ, пултарулăхĕ пысăк»

Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ - Патшалăх строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх, Регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Николай Малов ĕç коллективĕсемпе тĕлпулусем ирттернĕ. Пирĕн корреспондент унпа тĕл пулса Пĕрлехи информаци кунĕнче сÿтсе явнă ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.

- Николай Владимирович, Пĕрлехи информаци кунĕнче сÿтсе явнă ыйтусенчен пĕри вăл - уй-хирти ĕçсене ирттерме хатĕрленни. Ку енĕпе республикăра лару-тăру мĕнле?

- Çĕр ĕçченĕ уй-хирти ĕçсене пуçăнас умĕн яланах ăна ирттерме тĕплĕн хатĕрленнĕ. Кăçал та çураки ăнăçлă иртĕ тесе шутлатăп. Минераллă удобренисем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем  илсе килессипе ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен хуçалăхĕсем малашне те ĕçлесе пыраççĕ. Вăрлăхсем çителĕклĕ хатĕрленĕ, халĕ вĕсене ака кондицине лартаççĕ. Çакă савăнтарать: чылай хуçалăхсенче суперэлита, элита вăрлăхсемпе усă курасси сарăлса пырать.

Хресчене патшалăх енчен пулăшасси те ÿсрĕ. Кăçал агропромышленность комплексне аталанма республикăра 2256,8 миллион тенкĕ, е иртнĕ çулхинчен 6,7 процент ытларах укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

Елчĕк районĕнче уй-хирти çурхи ĕçсене ирттерме хатĕрленÿ тапхăрĕ ăнăçлă пыни савăнтарать.

Кунта пушă выртакан, усă  курман çĕр лаптăкĕсем çук. Иртнĕ çул район 60600 тонна тĕш тырă пухса илчĕ. Çак кăтарту республикăра чи пысăкки. Елчĕк районĕнчи çĕр ĕçченĕсен хавхаланулăхĕ, пултарулăхĕ чăн пысăк пулнине палăртма кăмăллă. Кăçал та Елчĕксем хăйсен хастарлăхне кăтартасса шанса тăратăп.

- Тепĕр çивĕч ыйту вăл - çул-йĕре пăхса тăрасси, çĕнĕрен тăвасси...

- Çул-йĕр хуçалăхĕ çине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев яланах пысăк тимлĕх уйăрнă, уйăрать те. Çул-йĕрпе çыхăннă ĕçсене пурнăçлама кăçал Чăваш Енĕн çул-йĕр фончĕ 5103,2 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Çав шутран çул çÿремелли хăрушсăрлăха тивĕçтерме _ 115,9 миллион, автоçулсене юсама тата тытса тăма - 3134,2 миллион, çĕнĕ автоçулсем тума 1810,1 миллион тенкĕ тăкаклаççĕ.

Ĕçлемелли чылай. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, федераци шайĕнчи çулсем нормăна тивĕçтереççĕ пулин те, вырăнти хăйтытăмлăх шайĕнчи пирки ырăпа аса илеймĕн. Çул-йĕр çав-çавах путăклă, ялсенчи урамсенче пылчăк çăрăлать. Çак çитменлĕхсене пĕтерес тĕллевпе Михаил Игнатьев çул-йĕр хуçалăхне тĕрĕслесе тăма кирлине, хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçламан подрядчиксемпе контрактсене татмаллине, малашне шăтăк-путăксене пĕтересси мар, çула тĕпрен юсасси малти вырăнта пулмаллине пĕлтерчĕ. Çакна Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов ăнланать, çул-йĕре йĕркене кĕртме тăрăшать.

Елчĕк районĕнче çул-йĕр пахалăхĕ начар мар. Кăçал та ку енĕпе чылай ĕç тума палăртнă. Тĕмерте 1609 метр, Вăрăмхăвара 1523 метр хытарнă çулсем тумалла, 10 ял хушшинчи çула юсамалла. Курнавăша каякан çула юсасси пирки район администрацийĕ çырупа тухрĕ. Çак ыйтăва татса парассипе малалла ĕçлетпĕр.

- Çуркунне те çитрĕ, тасамарлăх çиеле тухрĕ...

- Кăçал, хăвăрах пĕлетĕр, Раççейре Экологи çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Паллах, ку енĕпе Чăваш Ен маларах те ĕçленĕ: кашни çулах тирпей-илем кĕртес енĕпе уйăхлăхсем, «Йывăç кунĕсем», ытти тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ. Ку енĕпе Елчĕк районне килсен чун савăнать: урамсенче, çурт-йĕр таврашĕнче тасалăх хуçаланать, чечексемпе йывăç-курăк куçа илĕртеççĕ. Çакăнта район администрацийĕн ĕçченĕсен, унăн пуçлăхĕн Николай Миллинăн тÿпи пысăк тесе шутлатăп. Республикăн хăш-пĕр районĕсенче тирпейлĕх пирки ырăпа асăнаймăн. Çакă та паллă: çывăх вăхăтра районти ялсенче пухăннă пластик савăтсене, кĕленчесене, хут-хăмăра, тимĕр-тăмăра килсенчех уйăрса суйлассине йĕркелесшĕн. Çакă çынсемшĕн усă пулнине те палăртаççĕ, мĕншĕн тесен чĕртавара уйрăммăн пуçтарса паракансенчен ăпăр-тапăршăн та укçа илмеççĕ.

Кунта ĕçлемелли пур. Юр ирĕлсе пĕтнĕ май, тасамарлăх çиеле тухать. Çавăнпа, ним тăхтаса тăмасăр, хытă каяшсене тасатмалла, çак ĕçе пĕтĕм халăха явăçтармалла. Кашни çын хăйĕн яваплăхне туйса тăтăр, чун тасалăхĕпе савăнтăр. Йĕркелĕхе пире айккинчен килсе туса памаççĕ.

- Николай Владимирович, Пĕрлехи информаци кунĕнче çĕкленĕ ытти ыйтусем те хумхантараççĕ...

- Мĕн тăвăн, çуркунне çитсен ĕçсен калăпăшĕ те пысăкланать. Кашниех мала талпăнатпăр, инкексене сирме тăрăшатпăр. Çутçанталăка сăнакансем палăртнă тăрăх, кăçал çурхи ейÿ тапхăрĕ çивĕч иртĕ. 55 ялти 885 çурта шыв илме пултарать. Уйрăмах Улатăр хули, Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Тăвай, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Шупашкар районĕсенче лару-тăру çăмăлах мар. Елчĕк районĕнче те ейÿ илекен ялсен йышне Кивĕ Эйпеç, Кавал, Элекçей Тимеш кĕреççĕ. Çак хăрушлăха сирес енĕпе кашни ял тăрăхĕнчех ятарлă штабсем йĕркеленĕ.

Вут-çулăм пысăк инкек кÿни пурне те паллă - вăл ĕмĕр тăршшĕпех пухнă пурлăха пĕтĕмпех тĕп тăвать. Çавăнпа пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнни тĕп вырăнта пулмалла.

А.КАРЛИН калаçнă.



"Елчĕк Ен"
18 марта 2017
09:13
Поделиться