Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Экономикăна аталантарма

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Самана çăмăл-и, йывăр-и, укçа-тенкĕ пур-и, çук-и - çул-йĕр тăвас тата юсас ĕçсем район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен кун йĕркинчен каймаççĕ. Иртнĕ çул районĕпе асфальтлă тата чул сарса хытарнă вун-вун çухрăм çул тунă тата юсанă. Кăçал та кашни ял тăрăхне ялсем хушшине, ял урамĕсене çул-йĕр тумалли тата ăна тĕпрен юсамалли план панă. Канашлун кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем кăçал тумалли çак ĕçсемпе паллаштарчĕç. Кунта патшалăх тĕрлĕ программăсене пурнăçлама уйăракан укçа-тенке те, муниципалитет укçи-тенкине те, халăх хăй пурăнакан урама çул сарма пуçтараканнине те явăçтараççĕ.

Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова районăн инвестици потенциалĕ /вăй-хăвачĕ/ мĕнле шайра пулни çинче чарăнса тăчĕ. Иртнĕ çул район экономикине аталантарма патшалăх, предприятисемпе организацисем, уйрăм çынсем 184,6 млн тенкĕ хывнă. Ку вăл 2015 çулхипе танлаштарсан 111 процент пулать. 2017 çулта вара экономикăна аталантарма хывакан укçа-тенкĕ хисепĕ тата икĕ хут ÿсмелле - 400 млн тенке çитмелле. Марина Павлова çак суммăран 250 млн тенки «Эмметево» ООО тÿпи пулассине асăнчĕ. Çак укçа-тенкĕпе хуçалăх 2017 çулта 200 ĕне выльăх вырнаçмалăх комплекс туса лартасшăн. «Пурнăçланакан тĕллев-и?» - ыйтрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен Леонид Кошкинран. «Юрий Лапшин кăçал çĕнĕ вите алăкĕсене уçма шантарчĕ», - пулчĕ хурав. Çакăнпа калаçу пĕтрĕ. Анчах çулталăк вĕçĕнче ун патне каялла таврăнасси паллă. Районта сăмаха ĕçпе çирĕплетме хăнăхнă. Кунсăр пуçне «Победа» ОООра хăйĕн 50 млн тенкĕ укçипе ĕне вити тума палăртнă. Ытти 100 млн тенкĕ шутне патшалăх уйăракан укçа-тенкĕ те, ялхуçалăх производство кооперативĕсен, пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантаракансен укçи-тенки те кĕрет. Вĕсемпе районта ФАП, çул-йĕр тума тата юсама, фермăсене çĕнетме, тĕрлĕ техника туянма тата ытти ĕçсем пурнăçлама палăртаççĕ. Район администрацийĕ кашни ял тăрăхĕнче ялхуçалăхĕнче пĕр проекта, предпринимательствăра тепĕр проекта ĕçе кĕртме укçа-тенкĕ хывни лайăх пулăм тесе шутлать. Хальлĕхе пуçăннă ĕçсем шанăç кÿреççĕ. Марина Павлова палăртнă тăрăх, кăçалхи икĕ уйăхра тĕп капитала 92,2 млн тенкĕ инвестици хывнă ĕнтĕ.

Пушар хурал надзорĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ Александр Сайкин «Çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси тата профилактика ĕçĕ» темăпа тухса калаçрĕ. Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче 7 пушар тухнă, вĕсем 350 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Пушарсенче 2 çын вилнĕ, 2 çын сусăрланнă, 1 çынна вилĕмрен çăлса хăварнă. Пушарсен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан Лаш Таяпа, Аслă Пăла Тимеш, Елчĕк, Аслă Елчĕк, Тăрăм ял тăрăхĕсен территорийĕсенче ÿснĕ. Вут-çулăм ытларах чухне электричество пралукĕсене тĕрĕс мар çыхăнтарнипе, вĕсем кивелнипе, электричество приборĕсемпе тĕрĕс мар, юсавсăр кăмакасемпе усă курнипе, ÿсĕрле пирус туртнипе çыхăннă.

Пушар надзорĕн ĕçченĕсем Елчĕкри 44-мĕш пушар чаçĕн, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен работникĕсемпе пĕрле уйрăм тата нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансемпе калаçусем ирттереççĕ, рейдсем йĕркелеççĕ тата ытти те.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ пушар тухсан ял çыннисем ăна сÿнтерме хутшăнни пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Хăш-пĕр ялсенче пурăнакансем пушарнăйсемпе пĕрле вут-çулăма хирĕç кĕрешеççĕ, теприсенче пăхса тăраççĕ. Николай Миллин Аслă Елчĕкри Валентина Вастуловăна тата Валерий Филимонова пушар вăхăтĕнче çынна çăлнăшăн, пирвайхи пулăшăва вăхăтра панăшăн район администрацийĕн Тав çырăвне парса чысларĕ.

Çĕршывра 2017 çула Экологи çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Çавна май Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулти биологи учителĕ Надежда Карчикова районти çутçанталăк палăкĕсем çинчен каласа пачĕ.



"Елчĕк Ен"
22 марта 2017
09:08
Поделиться