Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хисеплĕ тухтăр

Хисеплĕ тухтăр

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ, районти тĕп больницăри терапи уйрăмĕн заведующийĕ Любовь Сергеевна Молоствова хăйĕн 70 çулхи юбилейне те яланхи пекех ĕç вырăнĕнче кĕтсе илнĕ. Çак ятпа ăна больница администрацийĕ, ĕçтешĕсем, вăл пулăшнипе йывăр чиртен хăтăлса ура çине тăнă районта пурăнакан вун-вун çын саламланă, çынсене сывлăх парнелессишĕн çак çулсем тăршшĕпех ывăнма пĕлмесĕр тăрăшнăшăн чĕререн тав тунă.

Ытарайми çуркуннен пĕрремĕш кунĕнче - мартăн 1-мĕшĕнче çут тĕнчене  килнĕ çак ырă та ĕçчен хĕрарăмшăн медицина профессийĕ - чун ыйтни. Апла мар пулсан яваплă ĕçре 45 çул! тытăнса тăрайман пулĕччĕ вăл.

Чулхулари С.М.Киров ячĕллĕ медицина институтĕнче пĕрле тухтăр пулма вĕреннĕ Аслă Елчĕк çамрăкĕпе - Анатолий Молоствовпа паллашса çемье çавăрман пулсан Ковров хулинче çуралнă вырăс  хĕрĕпе Любовь Жуковăпа, паллах, эпир нихăçан та паллашас çукчĕ. Шăпа вара çапла пÿрнĕ. Института хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ, интернатурăна та ăнăçлă вĕçленĕ çамрăка малалла аспирантурăра вĕренме, ун хыççăн кунти кафедрăна ĕçлеме хăварасшăн пулнă. Пĕр сăмахпа, ăна пысăк малашлăх кĕтнĕ. Апла пулин те сăпайлă хĕрарăм мăшăрĕн - Анатолий Ефимовичăн шухăшне малти вырăна хунă. Çапла майпа тухтăрсен çемйи тăван тăрăха таврăнма çирĕп тĕв тытнă. Любовь Сергеевна хăйĕн тĕп специальноçĕпе ĕçлеме тытăннă - терапевт пулса Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ клиника больницинче вăй хунă. Ун хыççăн Елчĕке куçса килнĕ: 1972 çултан пуçласа çак вăхăтченех пĕр улшăнмасăр районти тĕп больницăра тăрăшать.

Малтанхи çулсенче сиплев учрежденийĕнче кадрсен тĕлĕшĕпе те лару-тăру çăмăлах пулман. Çавна май вăл терапи уйрăмĕнче ĕçленипе пĕр вăхăтрах поликлиникăра чирлисене йышăннă, пĕр вăхăт ачасен уйрăмĕнче тухтăр пулса ĕçлеме те тÿр килнĕ ăна. Профессире пысăк ăсталăх пухнă, районта пурăнакан çынсен хисепне çĕнсе илнĕ тухтăра каярахпа терапи уйрăмĕн заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ. Любовь Сергеевна шанăçа, хăй çине илнĕ пысăк яваплăха çак вăхăтченех тивĕçлипе тÿрре кăларать. Любовь Молоствова терапи, хирурги, реанимаци уйрăмĕсенчи чирлĕ çынсене консультаци пулăшăвĕ парас тĕллевпе тухтăрсем ирттерекен консилиумсене хутшăнать, хăйĕн шухăшне татăклăн палăртать. Вăл нумай çул район терапевчĕн тивĕçĕсене те туллин пурнăçласа пынă, организаципе методика тата практика пулăшăвĕ парас тĕллевпе участокри больницăна, фельдшерпа акушер пункчĕсене тăтăшах тухса çÿренĕ. «Васкавлă пулăшу» бригадипе пĕрле ялсенчи чирлĕ çынсем патĕнче сахал мар пулнă. Любовь Молоствова тăрăшнипе районти больницăра çула çитмен çамрăксен сывлăхĕшĕн тăрăшакан ятарлă служба йĕркеленнĕ, вăл хăйĕн ĕçне тивĕçлипе туса пыма пултарнипе те палăрса тăнă. Хисеплĕ тухтăр çар комиссариачĕн призыв вăхăтĕнчи медицина комиссийĕн ĕçне те хастар хутшăннă. Ахальтен мар ăна Чăваш Республикинчи Çар комиссариачĕ темиçе хутчен те тав тунă. Ытти шайри Хисеп хучĕсем те нумай унăн.

Сывлăх хуралçи - Любовь Молоствова СССР тата Раççей хисеплĕ донорĕ, йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшса юн паракансем хушшинче ырă тĕслĕх кăтартать.

- Тухтăрăн мĕнле пулмалла? - тесе ыйтсан Любовь Сергеевна çапла хуравларĕ:

- Чи кирли  - тухтăр хăй суйласа илнĕ ĕçре чунĕпе парăнса вăй хуни. Медицинăра ăнсăртран лекнĕ çынсем çук.

Çак сăмахсем çумне урăх мĕн хушса калăн?

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, теççĕ. Молоствовсен Татьяна хĕрĕ те - тухтăр, вăл Шупашкарта акушер-гинеколог пулса вăй хурать. Тухтăрсен династийĕн ĕмĕрĕ вăрăма пытăр!

Светлана АРХИПОВА.



"Елчĕк Ен"
07 марта 2017
08:51
Поделиться