Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Лăпланса лармалла мар

Иртнĕ тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ирттернĕ канашлăва районти предприятисемпе организацисен, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çеç мар, ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç.

Канашлу хурлăхлă самантран пуçланчĕ. Январĕн 29-мĕшĕнче хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен юхăмне районта пуçарса аталантаракансенчен пĕри - Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, районти хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ассоциацийĕн ертÿçи Федор Шадриков вилсе кайнă. Çавăнпа пуçаруллă ертÿçĕне асăнса канашлăва хутшăнакансем пĕр вăхăт шăп тăчĕç.

Малалла Николай Миллин кăçалхи январĕн 21-22-мĕшĕнче Мускавра «Единая Россия» политика партийĕн XVI отчетпа суйлав съездне хутшăнни çинчен каласа пачĕ /интервью паянхи номерте пичетленет/.

Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн ертÿçи Петр Тремасов  выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем 2016 çулта мĕнле ĕçлени тата кăçалхи тĕллевсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Çакăн пирки материал хаçатăн çитес номерĕнче кун çути курĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин иртнĕ çул республикăри чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассинчен асăрхаттарас тата ăна сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ирттернĕ ларăва хутшăнни çинчен пĕлтерчĕ.

Елчĕксем иртнĕ çул кунта ăнăçлă ĕçленĕ. 2016 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, Елчĕкри 44-мĕш пушар чаçĕ пысăк çитĕнÿсемшĕн куçса çÿрекен кубока тата I степень Диплома тивĕçнĕ. Сăмах май, çакăн пек пысăк чыса коллектив виççĕмĕш çул алăран вĕçертмест. Чăваш Республикин РСЧС территори подсистемин Елчĕк районĕн звени те III степень Диплома илнĕ. Елчĕкри 44-мĕш пушар чаçĕн ертÿçине Василий Григорьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысланă. Çапах та çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый кăçалхи çул инкексенчен пуçланнине, январь уйăхĕнче çеç вут-çулăм 3 ялта алхаснине, вĕсенче 2 çыннăн пурнăçĕ татăлнине аса илтерчĕ. Çавăнпа профилактика ĕçне тата та вăйлăлатмалла.

Полицин районти пайĕн ертÿçин çумĕ Алексей Карабурнашев ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисене ялхуçалăх таварĕсене туяннă чухне асăрхануллăрах пулма, шулĕксенчен сыхланма кирлине палăртрĕ.

Канашлура районшăн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те тишкернĕ.



"Елчĕк Ен"
01 февраля 2017
09:38
Поделиться