Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Николай Миллин «Единая Россия» партин Генеральнăй Канашĕнче

Николай Миллин «Единая Россия» партин Генеральнăй Канашĕнче

Январĕн 21-22-мĕшĕсенче Мускавра «Единая Россия» партин XVI отчетпа суйлав съезчĕ иртнĕ.

Съезд ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пыракан делегатсемпе пĕрле Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та хутшăннă.

Съезд делегачĕсем Дмитрий Медведева çĕнĕ пилĕк çуллăх тапхăра парти председательне пĕр саслăн суйланă. Вĕсем çавăн пекех Аслă Канашăн председателĕн Борис Грызловăн тата Генеральнăй Канашĕн секретарĕн Сергей Неверовăн полномочийĕсене çирĕплетнĕ.

РФ Патшалăх Думин депутатне Алена Аршиновăна Генеральнăй Канаша тепĕр хут суйланă. Унăн йышĕнче Чăваш Ен чысне малашне «Единая Россия» партин Елчĕк районĕнчи вырăнти уйрăмăн секретарĕ, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та хÿтĕлет.

Ларăва уçнă май парти председателĕ Дмитрий Медведев Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн салам сăмахĕсене вуласа панă. Президент «Единая Россия» суйлавра çĕнтернĕ май чăтăмлă пулнине тата ыттисене хисепленине кăтартнине, ертсе пыракан политика вăйĕн çак пахалăхĕсемпе уйрăлса тăмаллине палăртнă. Форумра парти председателĕ доклад тунă: партин 5 çулти тапхăрти ĕçне, 2016 çулхи суйлав кампанине, «Единая Россия» фракцин Патшалăх Думинчи ĕçĕн малтанхи уйăхĕсенчи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, суйлав умĕнхи программăн тата Президент Çырăвне пурнăçа кĕртмелли çулсене сÿтсе явнă.

Тăван ене таврăнсан Николай Миллин партин районти членĕсемпе тĕл пулнă. Николай Петрович съезд пысăк шайра иртнине, дискусси площадкисенче çĕршыв аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явнине, хăйне Генеральнăй Канашне кĕртни чи малтанах Елчĕк район çыннисене, суйлавçăсене шаннине çирĕплетнине палăртнă.

Сăнÿкерчĕкре:  республикăри делегатсен ушкăнĕ.



"Елчĕк Ен"
25 января 2017
16:02
Поделиться