Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Граждан оборонине халалласа

Граждан оборонине малалла аталантарас тата унăн обществăри пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе Раççей МЧСĕн тытăмĕнче 2017 çула Граждан оборонин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.

Кăçал юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче асăннă тытăм хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă тăвать. Унăн историйĕ 1932 çултанпа, вырăнти сывлăш оборонине йĕркеленĕренпе, çыхăнма тытăннă. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл малаллах аталанса пынă. Паянхи кун, техногенлă инкексем тухас хăрушлăх пур чухне, çынсем кирек мĕнле синкере те хатĕр пулмалла: вĕсен çивĕч лару-тăрура мĕн тумаллине пĕлмелле, ыттисене пулăшу кÿме пултармалла. Çавăнпа та халăха вĕрентесси Граждан оборонин çулталăкне халалланă мероприятисен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулĕ.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ асăннă çулталăкăн пĕрлехи лозунгĕпе логотипне хатĕрлес тĕлĕшпе конкурс ирттерет.



"Елчĕк Ен"
25 января 2017
16:00
Поделиться