Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пенсионерсене - 5 пин тенкĕ

Районти пенсионерсене январь уйăхĕнчи пенсипе пĕрле 5 пин тенкĕ пама пуçланă.

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикинче пурăнакан пенсионерсен 64 проценчĕ, районти пенсионерсен 35 проценчĕ пенсие банкри счет урлă илсе тăрать. Вĕсене çак уйăхра памалли пĕр хут тÿлеве Пенси фончĕ январĕн 11-мĕшĕнче куçарнă, виçĕмкун пенсионерсен счечĕ çине кĕртнĕ.

Почтальонсем 5 пин тенкĕне январь уйăхĕнчи пенсипе пĕрле ĕнер валеçме тытăннă. Енчен те пенсие маларах пырса панă тăк асăннă суммăна «Раççей почти» январĕн 13-24-мĕшĕсенче çитерсе парать. Ăна тивĕçмелли çын килте пулмасан почта ешчĕкĕнче хăварнă уведомленипе гражданин пурăнакан вырăнти çыхăну уйрăмĕнче январĕн 28-мĕшĕччен е февральти пенсипе пĕрле параççĕ. Пĕр хут тÿлеве ĕçлекен пенсионерсем те тивĕçеççĕ.

Хушма укçана Чăваш Республикинчи 377 пине яхăн, вăл шутран районти 7618 пенсионер илет. Çак тĕллевпе республикăра 1,9 миллиард тенкĕ тăкакланать, вăл шутран пирĕн районта  - 38,9 миллион тенкĕ.



"Елчĕк Ен"
14 января 2017
09:08
Поделиться