Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Инкексем ан пулччăр

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви çынсене урамра асăрхануллă пулма сĕнет.

Уявсем вăхăтĕнче те, ытти кунсенче те хăш-пĕр çынсем эрех-сăра ĕçеççĕ, тимлĕхе çухатаççĕ. Çакăнпа преступниксем усă кураççĕ те - çын укçа-тенкĕсĕр юлма та, сывлăхне сиенлетме те пултарать.

Çавăнпа полици сотрудникĕсем граждансене çынсем çÿремен, тĕттĕм урамсемпе кил картишĕсенчен айккинелле каймаллине, урамра е çынсем умĕнче телефонпа усă курма, банк учрежденийĕсемпе лавккасенче укçа шутлама, хăйĕнпе пĕрле пысăк сумма укçа-тенкĕ чиксе çÿреме кирлĕ маррине асăрхаттараççĕ.

Енчен те пысăк сумма укçа-тенкĕ илес тетĕр пулсан, çывăх çыннăрсене пĕрле пыма сĕнĕр. Çавăн пекех кĕмĕл-ылтăнран, хаклă чулсенчен хатĕрленĕ капăрлăхсене те асăрхануллă тăхăнмалла.

Çурт патне пынă май, çывăхра ют çынсем пуррипе çуккине пăхăр. Енчен те шиклентерекен çынсен ушкăнне курсан, вĕсем патĕнчен иртсе кайăр, е çуртра пурăнакан ытти çынсене кĕтсе илĕр, е çывăх çынсем патне телефонпа шăнкăравлăр.

Такси е çула май ытти транспорт хатĕрĕ çине ларас умĕн тăванăрсене е ытти çывăх çыннăрсене телефонпа шăнкăравласа автомашинăн маркине, тĕсне, регистраци номерне пĕлтерĕр.

Енчен те эсир хăвăра йĕрленине асăрхарăр пулсан, çынсем йышлă çÿрекен вырăна тухăр, полици пайне шăнкăравлăр.

Обществăлла вырăнсенче ÿсĕр ан çÿрĕр - сире преступниксем тапăнма пултараççĕ.

Сире тапăнчĕç е преступлени тунине асăрхарăр пулсан, полицине 02, 102, 020 телефонсемпе пĕлтерĕр.

Пурнăç кăтартса панă тăрăх, шалти ĕçсен органĕсене вăхăтра пĕлтерсен, урамри преступленисене çийĕнчех тупма май пур.

А.КАРАБУРНАШЕВ.



"Елчĕк Ен"
14 января 2017
09:04
Поделиться