Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Николай Миллин:«Пĕрлĕхре - вăй. Пирĕн тĕп пуянлăх - ĕçчен те пуçаруллă çынсем»

Николай Миллин:«Пĕрлĕхре - вăй. Пирĕн тĕп пуянлăх - ĕçчен те пуçаруллă çынсем»

Çулталăкри ĕçе Çĕнĕ çулта пĕтĕмлетесси йăлана кĕнĕ. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Петрович Миллин «Елчĕк ен» хаçат журналистне интервью пама килĕшрĕ.

- Агропромышленность комплексĕ - район экономикин тĕп отраслĕ.  Калаçăва Эсир те çак шухăшран пуçласса  пĕлсе тăратпăр. 2016 çул кăтартăвĕсем тăрăх, Николай Петрович, районти аграрисен ĕçне мĕнле хак панă пулăттăр?

- Лайăх ĕçленине, çулталăка ăнăçлă вĕçленине палăртатăп. 

Ялхуçалăх отрасльне аталантарассипе Елчĕк районĕ республикăра та ялан малтисен ретĕнче. Экономика кăтартăвĕсене ÿстерсе пынине тата ĕçе тухăçлă йĕркеленине шута илсе хаклакан ĕçлĕ ăмăртура /кăнтăр зона тăрăх/ эпир пĕрремĕш вырăна тухма пултарни те çакна яр уççăн çирĕплетсе пачĕ. Район пĕр вĕçĕм 10 çул ытла малти вырăнсене йышăнни те нумаййи çинчен калать. Унсăр пуçне, аграрисен республикăри сумлă уявĕнче  «Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕнче ĕçе тухăçлă йĕркеленине палăртса уйрăммăн тав туни те районăн ят-сумне  ÿстерет. Сăмах май, вĕсем те   юлашки виçĕ çулта республика шайĕнче  ялан пĕрремĕш вырăна йышăнаççĕ.

Унсăр пуçне, республикăри ытти муниципаллă районсемпе танлаштарсан, пирĕн района темиçе çултанпах ÿсен-тăран культурисене чи пысăк лаптăк çинчен туса илме пултарнине палăртаççĕ. Иртнĕ çул ялхуçалăх культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 43675 гектарпа танлашрĕ, çав шутран тĕш тырă культурисене 21510 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Çăкăр сĕтел çине мĕнле йывăрлăхпа килнине те пурте лайăх ăнланатпăр. Çитĕнÿсем хăй тĕллĕн пулмаççĕ, уншăн пĕтĕм вăй-хала парса ĕçлемелле. Шанса панă ĕç вырăнĕсенче пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса вăй хунинчен те нумай килет. Ялхуçалăх производствинче тăрăшакан çынран уйрăмах  тимлĕ пулма ыйтнăн тата унăн чăтăмлăхне çирĕп тĕрĕсленĕн туйăнать. Чăннипех çапла, кунта кашни ĕçе вăхăтра тума ĕлкĕрмелле, кая юлсан вара - каю шăтать. Ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче ахальтен мар ака, вырма ĕçĕсене кашни çул агротехника ыйтнипе килĕшÿлллĕн чи кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварассине тĕпе хураççĕ. Кану кунĕсене шутламасăр, сехет çинчи вăхăта пăхмасăр уй-хирте, выльăх-чĕрлĕх фермисенче тăрăшакансен пархатарлă ĕçĕ вара пĕтĕмпех  куç умĕнче. Ытарайми çĕр-аннемĕр пире иртнĕ çул ырлăх-пурлăхĕпе те ытларах савăнтарчĕ. Çапла майпа  кулленхи йывăрлăхсене шута илмесĕр районăн уй-хирĕсенчен пурĕ  60642 тонна, 2011-2015 çулсенчипе танлаштарсан, 45,2 процент ытларах тыр-пул пухса кĕртнĕ. 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 28,2 центнерпа танлашрĕ. Курнавăшри Юрий Цветков хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче 1 гектар пуçне шутласан - 39,6, «Рассвет» ЯХПКра - 38,6, «АСК-Яльчики» ОООра - 38,0, «Прогресс» АХОра - 37,0, «Сатурн» ЯХПКра - 34,7, «Победа» ОООра - 33,2, «Комбайн» ЯХПКра 31,7 центнер тĕш тырă алла илме пултарни вара - тĕлĕнмелле пысăк çитĕнÿ. Çĕрулми çитĕнтерес ĕçре «АСК-Яльчики» ОООпа «Нива» агрофирма» ООО тĕслĕх пулса тăраççĕ. Çак ĕçре пысăк ăсталăх пухнă ялхуçалăх предприятийĕсенче çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессине те анлăн пуçарса янă.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те ÿсĕмлĕ ĕçлесе пыратпăр. Мăйракаллă шултăра выльăх хисепĕпе эпир республикăра пĕрремĕш. Иртнĕ çул, 2015 çулхипе танлаштарсан, аш-какай, сĕт туса илессинчи кăтартусем ытларах пулни тÿрремĕнех выльăх-чĕрлĕхе паха апатпа умран юличчен тăрантарнинчен тата ĕç тухăçлăхĕ ÿснинчен килнĕ тесе шутлатăп. Тĕслĕх шайĕнчи хуçалăхсен шутĕнче Николай Головин ертсе пыракан «Победа» ООО пулнине палăртатпăр. 2015 çулта кунта кашни ĕнерен 7095 килограмм,  отчетлă тапхăрта   7400 килограмм сĕт сунă.  

- Ялхуçалăхĕнчи тата хăш ĕçсемпе савăнма пултаратăр? Туса çитереймен ĕçсем пур-и? Малашнехи тĕллевсем мĕнле?

- Кăçалхи тыр-пул никĕсĕ те çирĕп. Кĕр тыррисене пурĕ 6350 гектар лаптăкра акса хăварнă. Çуртрисемпе танлаштарсан, кĕрхи культурăсен тухăçĕ пысăкрах. Унсăр пуçне, яваплă ĕçĕн пысăк пайне кĕркуннерен пурнăçласа хăварма ĕлкĕрни çуркуннехи хаклă вăхăта перекетлеме май парать. Апла пулин те пĕтĕмлетÿсем тума васкамастпăр, калчасем мĕнле хĕл каçасси  çанталăк условийĕнчен те нумай   килет.

Раççей территорийĕпех никам усă курман, ахаль выртакан çĕр лаптăкĕсем сахал мар пулнине пĕлетпĕр. Эпир вара кашни пусăм çĕр лаптăкĕпе туллин усă куратпăр.

Ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен пуçарулăхне кура юлашки çулсенче инвестици проекчĕсемпе усă курса ялхуçалăх тĕллевлĕ объектсене çĕнĕрен тата тĕплĕ реконструкци  тăвассипе пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Отчетлă тапхăрта «Комбайн» /Гурий Федоров/, «Труд» /Валерий Германов/ ялхуçалăх производство кооперативĕсен, «Эмметево» /Юрий Лапшин/, «Урожай» /Вячеслав Кузнецов/ ОООсенче пурнăçланă пĕлтерĕшлĕ ĕçсене те тивĕçлипе хаклатăп. «Комбайн» тата «Эмметево» ялхуçалăх предприятийĕсенче строительство ĕçĕсем малалла пыраççĕ - вĕсен кăçал пурнăçламалли тĕллевĕсем те пысăк.

Ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенчи техника паркĕсем кашни çул паянхи кун ыйтăвне тивĕçтермелли хăватлă техникăпа пуянланаççĕ. Инвестици кредичĕсемпе, лизингпа, хăйсен укçи-тенкипе усă курса иртнĕ çул та 38 миллион та 197 пин тенкĕлĕх çĕнĕ йышши техника туяннă.

Ялхуçалăх таварĕ туса кăларакансем 2016 çулта пурте ăнăçлă ĕçлеме пултарни те савăнтарать. Апла пулин те  «Комбайн» ЯХПК, «Победа» ООО, «АСК-Яльчики» ООО кăтартăвĕсенче тупăшсен пайĕ тата ытларах пулнине куратпăр. Вĕсенче, производствăри ĕç тухăçлăхне кура, уйăхри вăтам шалу виçи те пысăк. Çапла майпа ĕç условийĕсем те паянхи кун ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерекен асăннă ялхуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакан çынсен пĕрлехи вăйпа хавхаланса ĕçлеме сăлтавĕ пысăк.   

Анчах хăш-пĕр ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче ĕç тухăçлăхне ÿстермелли майсемпе туллин усă курма пĕлменнине те пытараймăн. Иртнĕ çул вĕсем туса илнĕ тыр-пул тухăçĕ районăн вăтам кăтартăвĕпе танлашайманни те çакнах çирĕплетет.

Малашнехи тĕп тĕллев - ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсемпе хальхи пекех тухăçлă усă курасси. Продуктивлăха ÿстермелле. Апла пулсан, сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвне çĕнетмелле, ăратлă ĕне выльăх ытларах туянмалла, рациона шайлашуллă йĕркелемелле. Çапла майпа пĕтĕмпе сĕт туса илессине тата ÿстермелле, пĕр ĕнерен сĕт сăвассине 6000 килограма çитермелле.

Республикăри районсенче чĕртавара тирпейлесе хатĕрлекен предприятисем нумай та мар. Çав вăхăтра  Елчĕкри сыр пĕçерекен завода çĕнĕрен ĕçлеттерме тытăнни - ырă пулăм. Çакăн пирки, Николай Петрович, хушса тата мĕн каланă пулăттăр?

- Ĕçри ăнăçлăх пĕтĕмпех ертÿçĕрен килнине  çак тĕслĕхрен тепĕр хутчен уççăн куратпăр мар-и? Заводăн çĕнĕ хуçи  Руслан Каштанов йывăрлăхсенчен хăрамасăр пысăк яваплăха хăй çине илме, юхăннă производствăна тухăçлă ĕçлеттерсе яма та вăй-хал çитернинчен, пĕр шутласан, тĕлĕнмелле те пек. Куç хăрать, анчах алă тăвать тесе ахальтен каламан çав. Ĕлĕкхи ырă вăхăтри «Пошехонский» тутлă сыр производствине çĕнĕрен ĕçе кĕртни пире уйрăмах савăнтарать. Хальхи вăхăтра кунта ытти тĕрлĕ продуктсене те туса кăлараççĕ. Вĕсем экологи тĕлĕшĕпе илсен те таса. Çавăнпа ĕнтĕ районта пурăнакансем юлашки вăхăтра уйрăмах вырăнти продукцине хапăлласа туяннине куратпăр.  

Предприяти тулли хăватпа ĕçлеме тытăннăранпа çынсене çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме те майсем тупăнчĕç. Хальхи вăхăтра кунта 30 ытла çын тăрăшать. Продукцие тирпейлесе хатĕрлекен предприятие ертсе пыракансем малашлăхра пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курма, производствăна модернизацилеме палăртни те пурнăçланмалли тĕллев тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен тăрăшуллă çыншăн яланах çул уçă.

Заводăн пысăк территорине хăтлăхпа тирпей-илем кĕртессишĕн пысăк вăй хунине те тивĕçлипе хаклатпăр.

- Предпринимательсенче те - пысăк шанăç. Эсир çакăнпа килĕшетĕр-и?

- Район экономикине аталантарассинче хальхи вăхăтра уйрăмах вĕсен ĕçĕ пысăк вырăн йышăнать. 2016 çулта район территорийĕнче предпринимательлĕхĕн 600-е яхăн субъекчĕ ĕçленине шута илнĕ.

Потребитель рынокĕнче 5 çĕнĕ объект - район центрĕнче «Охота. Рыбалка. Спорт», «Звениговский», «Икринка», «Океан» тата Лаш Таяпара Шупашкарти аш-какай комбиначĕн лавккисем уçăлчĕç. Пĕчĕк тата вăтам предприятисен отрасльсенчи структурине тишкерес пулсан та,   предпринимательлĕх ытларах суту-илÿре тата обществăлла апатланура лайăх аталаннине палăртатпăр.

Скважинăсем шăратнă çĕрте усă куракан крахмаллă реагентсем тата ытти продукци туса кăларакан «Промсервис» наука производство пĕрлешĕвĕ» акционерсен хупă обществи /генеральнăй директорĕ Юрий Титов/ - район бюджетне йĕркелеме пулăшакан предприятисенчен пĕри. Леонид Григорьев уйрăм предприниматель ритуал тата ытти пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен, Андрей Светлов полиэтилен пленка - çатăрка туса кăларакан, Димитрий Смолин йывăçпа усă курса тĕрлĕ япала ăсталакан предприятисем йĕркелесе районта пурăнакан халăхшăн усăллă ĕç пурнăçланине çирĕплетсе пачĕç. Унсăр пуçне, хальхи вăхăтра вĕсенче вун-вун çын яланлăх ĕç вырăнĕ тупнипе, алла тивĕçлĕ ĕç укçи илнипе савăнать. Строительство материалĕсемпе суту-илÿ тăвакан Вадим Черновпа Андрей Сыкин  та район çыннисен ыйтăвĕсене туллин  тивĕçтереççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçлеççĕ тейĕн. Строительство материалĕсен пысăк картишĕсенче мĕн кăна çук-ши?

Пурнăç кашни кун малалла. Район çыннисен ыйтăвĕсене туллинрех, пахалăхлăрах тивĕçтерес тесен предпринимательсен хастарлăхне тата ÿстермелле. Ку енĕпе районта инвестици илĕртÿлĕхĕ те кирлĕ шайра. 

- Ытти отрасльсен ĕçне мĕнле хаклатăр; Патшалăхăн тĕллевлĕ программисем епле пурнăçланаççĕ?

- Пурнăçра чи хакли – сывлăх. Ĕçри пултарулăх та çыннăн сывлăхĕ мĕнле пулнинчен  килет. Апла пулсан медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстересси кун йĕркинчи тĕп ыйту пулса  тăнине манар мар. Ялта пурăнакансен сывлăхне упрама тата вĕсене тĕрлĕ чир-чĕртен вăхăтра сипленме майсем туса парас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2012 çулта çирĕплетнĕ ятарлă Указĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районта çак тапхăрта 7 фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайнă. Çиччĕмĕшĕ - Çĕнĕ Эйпеç ялĕнчи ФАП иртнĕ çул уçăлнă. Çапла майпа хальхи вăхăтра районти тĕп больница тытăмĕнче 23 фельдшерпа акушер пункчĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 7 уйрăмĕ шутланса тăрать.

Сывлăх сыхлавĕн районти учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетни, районта пурăнакан кашни çынна диспансеризаци витĕр кăларса сывлăхĕсене тĕрĕслени медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерме майсем туса парасса шанатпăр.

Шкул ачисен çитĕнĕвĕсемпе те тивĕçлипе мухтанатпăр. Иртнĕ çул районти шкулсенчи 11 вĕренекен Чăваш Ен Пуçлăхĕ ятран палăртса паракан стипендине илме тивĕç пулчĕ. Уйрăм предметсемпе республикăри олимпиадăсене хутшăннă, çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕнисен хисепĕ те ÿссе пырать. Республикăри олимпиадăсене хутшăннă 61 вĕренекенрен 12-шĕ çĕнтерÿçĕсемпе призерсен хисепне кĕнĕ. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паркан вăтам шкулта вĕренекен Данил Кондратьев физкультура предмечĕпе Раççей шайĕнчи олимпиадăра призер пулса тăнă. Унăн вĕрентекенне - Виктор Демьянова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă Хушăвĕпе килĕшÿллĕн 150 пин тенкĕ преми парса хавхалантарнă.

Спортри çитĕнÿсем пирки чарăнса тăнă май çакна палăртма та кăмăллă: кĕркунне Казахстанри Актюбе хулинче пулса иртнĕ кире пуканĕ йăтакансен тĕнчери чемпионатĕнче пирĕн ентеш - Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Павлов тĕнче чемпионĕ пулса тăни те районшăн пысăк чыс мар-и? Хальхи вăхăтра районти шкул ачисем ГТО нормативĕсене параççĕ. Физкультурăпа спортпа туслă çамрăксен пĕр ушкăнне нумаях пулмасть савăнăçлă лару-тăрура чысларăмăр - «Ĕçе тата оборонăна хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн паллисене, удостоверенийĕсене патăмăр.

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул /директорĕ Лариса Васильева/ пĕр вĕçĕм икĕ çул Раççейри ялта вырнаçнă чи лайăх шкулсен ТОП-200 йышне кĕни те районăн ят-сумне çÿле çĕклерĕ.

Çул-йĕрпе строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕ те малти шутра. Транспорт инфраструктурине аталантарас тĕллевпе иртнĕ çул Мучар тата Тĕмер ялĕ хушшинчи 1,1 çухрăм çула пурĕ 11 миллион та 779 пин тенкĕлĕх асфальт сарнă. Унсăр пуçне, ял тăрăхĕсенче пурĕ 7 объектра ялсем хушшинчи çулсене вак чул сарнă.

Республика бюджетĕнчен уйăрса панă 10 миллион тенке яхăн укçа-тенкĕпе усă курса Тÿскел ялĕнче кĕске вăхăтра нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕ  хута кайрĕ. Çĕнĕ çул умĕн  пирĕн района ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак чаплă кермене савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăнчĕ. Тÿскел ял халăхĕн савăнăçне те сăмахпа каласа ăнлантараймăн. 

Патшалăхăн тĕллевлĕ программисемпе усă курса вĕренÿ тытăмĕн объекчĕсенче - Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк, Кушкă, Патреккел, Кивĕ Эйпеç шкулĕсенче юсав ĕçĕсене туса иртттернĕ. Лаш Таяпари культура çуртне юсаса çĕнетессине ял тăрăхĕсене комплекслă майпа аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланă. Шăмалакри нумай ачаллă Львовсен çемйине çурт-йĕр тума пулăшнă, икĕ тăлăх ачана хваттерсемпе тивĕçтернĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕ пирки чарăнса тăнă май çакна аса илмеллех пулĕ тетĕп: хальхи вăхăтра уйрăм çынсем хваттерсене хутса ăшăтнăшăн хывмалли тÿлевпе  вăхăтра татăлса пыманнин сăлтавне пула хăш-пĕр район-хуласенче пысăк йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ. Эпир вара çакăн пирки шухăшламастпăр та. Район ертÿлĕхĕ пулăшнипе нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хăйсен харпăрлăхĕнчи хваттерĕсене уйрăммăн хутса ăшăтмалла тунăранпа кашни çын хăйшĕн хăй явап тытать.

Ку вăл çапла пулмалла та. Анчах федераци шайĕнче çирĕплетнĕ çĕнĕ Саккунпа килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсенче малашне капиталлă юсав ĕçĕсене тума пухакан укçа-тенке  хăш-пĕр çынсем тÿлеме те шутламаннине ăнланмалла мар. 

- Иртнĕ çулталăк чи пысăк политикăлла мероприятисемпе  асра юлчĕ. Вĕсенчен пĕри - эпир РФ Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсем суйлани.

- Майăн 22-мĕшĕнче районта пурăнакансем «Единая Россия» партирен Раççей Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавне хутшăнма кандидатсем суйлас енĕпе йĕркелесе ирттернĕ праймериза – суйлав умĕнхи сасăлава хутшăнчĕç. Сентябрĕн 18-мĕшĕнчи суйлав та районта пысăк активлăхпа иртрĕ. Чи кирли - çынсем ăнланса тĕрĕс суйлав туни. Сăмах май, юлашки çулсенче районта пурăнакансем республика, федераци шайĕнчи мероприятисене  хастар хутшăнса хăйсен шухăшĕсене уççăн палăртаççĕ.     

- Раççей шайĕнчи 2016 çулхи пĕлтерĕшлĕ мероприятисене - «Ялта йĕрке - çĕршывра çителĕклĕ пурнăç» девизпа иртнĕ ялхуçалăх çыравне, çавăн пекех Кино çулталăкне те пĕтĕмлетме вăхăт.

- Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн  15-мĕшĕччен пынă Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ пирĕн районта ăнăçлă иртнĕ. Йĕркелÿ комиссийĕн председателĕ пулнă май çакна тата лайăх пĕлсе тăратăп: унăн ĕçне хутшăннă районти 27 çын, çав шутран 21 çыравçă  18 ялхуçалăх организацийĕпе 98 хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчен, уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакан 9306 çынран статистика кăтартăвĕсене пухнă. Çырава ирттерессишĕн яваплă пулнă çак çынсем ăнлантару ĕçĕсене кирлĕ шайра йĕркелесе пынă. Респондентсем те çыравçăсен ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем панă. Районти кăтартусен тĕплĕ пĕтĕмлетĕвне августăн 8-мĕшĕ тĕлне Чăвашстата çитернĕ. Çырав енĕпе ĕçленĕ Людмила Горшкова уполномоченнăй тав сăмахне тивĕçлĕ.

...Иртнĕ ырă вăхăтсенче ялти клубсенчи киноэкрансем çинче çынна ырă шухăш-кăмăллă пулма, тăрăшса ĕçлеме хавхалантаракан фильмсене час-часах кăтартнине  эпир, аслăрах ÿсĕмри çынсем, уйрăмах лайăх астăватпăр. Кăнтăрла ачасем валли, каçхине çитĕннисем валли илемлĕ фильмсем кăтартнă. Рынок самани пуçлансан кино кăтартасси чакрĕ. Çавăнпах пулĕ Раççейре Кино çулталăкĕ тесе йышăннине  пурте ырларĕç. Нумай çул иртнĕ хыççăн ĕлĕкхи кинофильмсене тепĕр хутчен курма пултарнипе çынсем уйрăмах кăмăллă. Иртнĕ çул районта йĕркелесе ирттернĕ кирек хăш мероприятире те кино кăтартассине малти вырăна хунă. Культура тытăмĕнче вăй хуракансем Акатуй уявĕнче «Çуллахи кинозал» проектпа паллаштарни,  пархатарлă ĕçпе чапа тухнă районти çынсем çинчен хатĕрленĕ фильмсене кăтартни уйрăмах асра юлчĕ. Ун чухнех пуçра çакăн пек шухăш тĕвĕленчĕ: «Районăн кун-çулĕнче хальхи вăхăтра та паллă самантсем сахал мар, вĕсене тĕпе хурса  кинофильмсем ÿкерессине, видеороликсем тăвассине малашне тата ăнăçлăрах йĕркелесе ямалла. Ĕçри кашни кунхи пархатарлă саманта кирек хăçан та куç умне кăларса тăратмалла пултăр. Çакă çитĕнекен ăрушăн та  хаклăран та хаклă парне пулĕ. Хальхи вăхăтра тата çак ĕçе пурнăçлама темĕн тĕрлĕ хатĕр те пур.

- Ĕç çыннин çулталăкĕнчен Раççейри Экологи тата Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне куçатпăр. Çакăн пирки Эсир мĕн шухăшланине пĕлес килет.

- Елчĕк районĕ хăйĕн ĕçчен те пуçаруллă çыннисемпе тивĕçлипе мухтанма пултарать. Патшалăх историйĕнчи пысăк çитĕнÿсем те шăпах чăн-чăн ĕç çыннин кашни кунхи паттăрлăхне пула килнĕ. Пĕрлехи вăйпа кар тăрса ĕçлемен пулсан эпир те  çак çитĕнÿсене çывхартайман пулăттăмăр.

Ĕç çыннине чыслассине, сума сăвассине яланах малти вырăна хуратпăр, малашне те çаплах пулĕ. Ĕç династийĕсене - пĕр отрасльте нумай çул вăй хунă, пархатарлă ĕçĕпе ят-сума тивĕçнĕ çынсене чысласси йăлана кĕнĕ. Малта пыракансене хавхалантарас шутпа Тĕп лапамра Хисеп хăми уçни те çакнах çирĕплетет. Халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче палăрнă чи лайăх ĕçченсен сăнÿкерчĕкĕсене Хисеп хăми çине вырнаçтарасси унччен те пулнă. Анчах самана арпашнă вăхăтра вăл пăчланнă.  Ырă йăлана - малта пыракансене мораль тĕлĕшĕнчен çак мелпе хавхалантарассине чĕртсе тăма шутларăмăр. Халĕ кашни çул, Çуркуннепе Ĕç уявĕнче Хисеп хăми çине ялхуçалăхĕнче, промышленноçра, экономикăра, муниципалитет службинче, халăха вĕрентес, сывлăха сыхлас тытăмра, культурăпа спортра палăрнă чи лайăх ĕçченсен сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтаратпăр. Çак кун районта чăн-чăн Ĕç çыннин уявĕ иртнĕн туйăнать. Пирĕн ырă тĕслĕхе хальхи вăхăтра кÿршĕллĕ районсенче те ĕçе кĕртнине куратпăр. Тăрăшса ĕçлекен çынна мĕн пурин куçĕ умĕнче чыс туни  вĕсен çемйисене, тăванĕсене те, паллах, хавхалантарать.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн 2017 çула Экологи çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Тĕрĕссипе, пирĕн республикăра, çав шутра районта та тирпей-илем ыйтăвĕ çак çулсем тăршшĕпех кун йĕркин яланхи ыйтăвĕ шутланать. Районта пурăнакансене экологи проблемине ăша хывтарас, çутçанталăка çитес ăрусем валли сыхласа хăварма пулăшас тĕллевпе кăçал, паллах, пĕрлехи вăйпа тата ытларах ĕç пурнăçламалла. Ку енĕпе эпир пуçăннă ĕçсем те пур. Вĕсенчен пĕри - йăлара усă курнă ăпăр-тапăра суйласа илсе тепĕр хут ĕçе ярассипе тимлекен предприяти йĕркелесе яни. Александр Дуткин предприниматель теветкеллĕхне пула Елчĕкре уçма май килнĕ хальхи вăхăтра питех те кирлĕ çак предприяти ĕçне малашне тата аванрах йĕркелесе пыма пулăшмаллине ăнланатпăр.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе палăртнине пысăк пĕлтерĕшлĕ тата вырăнлă йышăну тесе шутлатăп. Общество аталанăвĕ те Амăшĕпе Ашшĕнчен, вĕсем хăйсен пурнăçне епле йĕркеленинчен, ачисене мĕнле  воспитани панинчен пуçланать. Çемье çирĕп пулсан республика та, район та вăйлăрах пулĕç.

Чи хаклă çынсене халалланă çулталăкра аттепе анне ытларах та аса килеççĕ. Вĕсем  пехиллени, вĕрентсе ăс пани ĕмĕр тăршшĕпе те асран тухас çук. Епле ĕçлĕ пулсан та вĕсемпе юнашар ларса ăшпиллĕн калаçма, пулăшма вăхăт тупасчĕ пурин те. Атте-анне ырă-сывă пурăннă  чухне вĕсене куç тĕлне тума манар мар,  çук пулсан укçа парса та илеймĕн...

- 2017 çулхи тепĕр паллă пулăм - сентябрĕн 27-мĕшĕнче Елчĕк районĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитет. Çак куна кĕтсе илме, Николай Петрович, мĕнле хатĕрленетĕр?

- Район 90 çул тултарни чăннипех те пысăк уяв. Ăна тивĕçлипе - ĕçри ÿсĕмсемпе кĕтсе илессе шанса тăратпăр. Анлă уй-хирлĕ ытарайми Елчĕк енре çуралса ÿснĕ, район аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшакан ĕçченсем яланхи пекех уявăн чи хаклă хăнисем пулса тăрасси те паллă.

Уявччен çĕнĕ музей çурчĕн комплексне хăпартса лартма тата ăна хута яма ĕлкĕрмелле. Халĕ строительство ĕçĕсене пурнăçламалли проектпа смета документацийĕсене хатĕрлес ĕç пырать. Район çыннисемшĕн пысăк парне пулмалли çак çурт архитектура тĕлĕшĕпе те хитре пулĕ. Музей хальхи вăхăтра вырнаçнă çурт ?ăна 1906 çултах ĕлĕкхи пуянсем - Беляевсем туса лартнă пулнă/ чăннипех ытла та юхăннăччĕ ĕнтĕ. Çак вăхăтчен кунта такам та пулса курнă: район, республика çыннисем анчах мар, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче, ют çĕршывсенче пурăнакансем те Елчĕк Ен историйĕпе, унта упранакан хаклăран та хаклă экспонатсемпе кăсăкланакансем сахаллăн мар. Малашне вара хăнасене хăтлă çуртра  кĕтсе илме те пултарăпăр.

...Çĕнĕ çулталăкра пирĕн пĕрлехи вăйпа ĕçлемелли тата нумай. Апла пулсан пурне те çирĕп сывлăх, ырă кăмăл-туйăм, пархатарлă ĕçре ăнăçусем сунатăп. Çĕнĕ çул ячĕпе пурне те!

Светлана АРХИПОВА калаçнă. 



"Елчĕк Ен"
01 января 2017
10:35
Поделиться