Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тăвалла пулсан та - малалла

01 января 2017 г.

Тăвалла пулсан та - малалла

2016 çул Елчĕк районĕнче пурăнакансемшĕн экономикăпа социаллă аталанури çитĕнÿсемпе, паллă пулăмсемпе асра юлаççĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ çулталăкăн юлашки кунĕсенче пулса иртрĕç: Тĕмерпе Мучар ялĕсем хушшинчи 1,1 çухрăмлă çула, Тÿскелти нумай функциллĕ культурăпа кану центрне уçрĕç, Лаш Таяпари культура çуртне çĕнетсе юсанине, Елчĕкри сыр туса кăларакан завода çĕнетсе хута янине паллă турĕç. Иккĕшне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитсе курчĕ.

Тÿскелĕнчи клуба, кивелсе çитнĕскере, пăсма тивнĕ. Анчах район центрĕпе юнашарах вырнаçнă, тăршшĕпе 1,5 çухрăма тăсăлакан, 228 кил хуçалăхĕнче 600 ытларах çын пурăнакан ялта культура вучахĕ кирли часах палăрнă. Тÿскелсем - пуçаруллă, ĕçчен çынсем пулнине ырă ĕçсемпе кăтартса пама тытăннă. Чи малтанах иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче республикипе палăрнă «Шуçăм» эстрадăпа фольклор ансамбльне çĕнĕрен чĕртсе тăратнă. Унăн репетицийĕсем, концерчĕсем çулла урамра, хĕлле бригада çуртĕнче иртнĕ. Концертсемпе ялсене тухса çÿресе халăх хушшинче тепĕр хут ырă ят çĕнсе илнĕ. Тÿскелсем хăйсен вăйĕпе аслă çултан яла анакан çул хĕрринчи масар çине часавай-чиркÿ туса лартнă, урамсенчи çул-йĕре вак чул сарса хытарнă. Пуçару ушкăнĕ ялта клуб тăвас ыйтăва та район, ял администрацийĕсем умне çивĕч тăратнă. Шăпах çак вăхăтра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Яллă вырăнсенче культурăпа кану учрежденийĕсене малалла аталантарасси çинчен» указ кăларнă. Кăçалхи çу уйăхĕнче клуб никĕсне хывнă. Шупашкарти «Мира» ООО строительство организацийĕ Тÿскелти нумай функциллĕ культурăпа кану центрне çĕнĕ çул умĕн туса пĕтернĕ. Çак вăхăтра Тÿскелсем культурăпа кану центрĕнче ĕçсем мĕнле пынипе кăсăклансах тăнă, унăн алăкĕ уçăласса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Акă çак вăхăт çитрĕ.

Декабрĕн 29-мĕшĕнче яла Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килсе çитрĕ. Ăна район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов кĕтсе илчĕç.

Паллă пулăма палăртма пĕтĕм Тÿскел - ватти-вĕтти хăпса тухнă тейĕн. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ял çыннисене нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕ уçăлнă ятпа пĕтĕм чĕререн саламларĕ, хальхи йышши культура учрежденийĕсем - тĕслĕх библиотеки, культурăпа кану центрĕ республикăра чи малтан пирĕн районта уçăлнине асăнчĕ, çакăншăн Республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене, культура министерствине тав турĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял çыннисене культурăпа кану центрĕ уçăлнă ятпа саламланипе пĕрлех, вăл çакăн йышши культура учрежденисенчен пĕрремĕш пулнине, ĕçе кĕске вăхăтра вĕçлемешкĕн проект, çĕр участокĕ хатĕр пулни пулăшнине палăртса каларĕ. Михаил Игнатьев пĕтĕм халăх умĕнче Аслă Елчĕкри культура çурчĕн заведующине Зинаида Кантеевăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панине ĕнентерекен документ пачĕ, Тÿскелсене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе саламларĕ.

Ял çыннисене çĕнĕ çурт уявĕ ячĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, культурăпа кану центрĕн заведующийĕ Алина Ермолаева, ял старости Дмитрий Судаков саламларĕç, республика, район ертÿлĕхне тав турĕç. Дмитрий Судаков культурăпа кану центрне телей утравĕпе танлаштарчĕ. Хăйĕн сăмахне Елчĕк район çыннисемшĕн çывăх - «Тăвалла пулсан та - малалла» сăмахсемпе вĕçлерĕ.

Хумхануллă, асра юлмалли самант та çитрĕ - символ çăра уççине çурт хуçине парасси тата çĕнĕ çурта хĕрлĕ хăю касса кĕресси. Çăра уççине «Мира» ООО директорĕ Денис Платонов центр заведующине Алина Ермолаевăна пачĕ. Хĕрлĕ хăйăва касма кĕçĕн классенчи шкул ачисене ирĕк пачĕç. Шухăшĕ те уçăмлă - пуласлăх çамрăксенче!

Ун хыççăн республикăпа район ертÿçисем, хăнасем культурăпа кану центрĕпе паллашрĕç, «Шуçăм» ансамбль концертне курчĕç.

Çав кунах Михаил Игнатьев «Елчĕкри сыр туса кăларакан завод» ОООра пулчĕ, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Предприяти хăйĕн учредителĕсене тăтăшах улăштарса тăнăран кунта ĕç юхăнсах кайнăччĕ, продукци кăларма пăрахнăччĕ, сĕте туянса тата сивĕтсе ăсатассипе кăна ĕçлетчĕ. Вăл Руслан Каштанов çине куçсан лару-тăру улшăнчĕ, çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарчĕç, продукци туса кăларассине йĕркелесе ячĕç. Патшалăх пулăшăвĕ те усса кайнă. Халĕ вăл тулли хăватпа ĕçлет: сыр, темиçе тĕрлĕ кефир, хăйма, çу, тăпăрчă кăларать. Продукцие хамăр районта та туянаççĕ, унăн тулашне ăсатаççĕ. Заводра 31 çын ĕçлет. Çакăн çинчен республика Пуçлăхне Руслан Каштанов каласа пачĕ.

Михаил Игнатьев сыр туса кăлармалли производствăна малалла аталантарма бизнес-план туса хатĕрлеме сĕнчĕ.

«Эпир çĕнĕ оборудовани туянма каякан тăкака саплаштарма 30 процент таран субсиди уйăратпăр. Хытă сыра ыйтакансем нумай. Вырăнта туса кăларакан сыр сахаллине шута илсе 50 процент таран субсиди илме май пур», - терĕ Михаил Игнатьев.

Район пуçлăхĕ Николай Миллин продукци туса кăларма кирлĕ сĕте завода хамăр районти, Тутарстанри хуçалăхсемпе уйрăм çынсем пĕр литрне 26 тенкĕпе панине, завод кăларакан продукцие район çыннисем хапăл туса туяннине пĕлтерчĕ.

Тĕмерпе Мучар хушшинче хĕллехи кун асфальт сарса пĕтернĕ тесе ан шутлăр, хаклă вулакансем. Ăна сивĕтичченех хывнă. Савăнăçлă мероприятие çеç Çĕнĕ çул умĕн йĕркелерĕç.

Мучарпа Тĕмер хушшинчи çул-дамбăна иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен вĕçĕнчех хăпартнă, анчах чулпа асфальт сарайман. Кăçал республика хыснинчен çакăн валли укçа-тенкĕ тупăннă та ДПМК «Яльчикское» ООО ăна кĕске вăхăтра ĕçе кĕртнĕ.

Çул уçнипе çынсем кăмăллă. Унчен Тĕмертен Çирĕклĕ Шăхальне çăмăл машинăпа аслă çул çине тухса çитмелле пулнă. Ку вăл пĕр енне анчах 8 çухрăма яхăн. Каялла çавăн чухлех. Тÿрĕ çулпа виçĕ хут сахалтарах.

Çĕнĕ çула уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин «Чăваш Республикинчи автомобиль çулĕсен управленийĕ» хысна учрежденийĕн директорĕ Евгений Барсуков, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кошкин, официаллă ытти çынсем тата çак тăрăхра пурăнакансем хутшăнчĕç.

Кĕçнерникун Лаш Таяпари культура çуртне тĕпрен юсанă хыççăн халăха йышăннă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, официаллă çынсем хутшăннă.

Хăнасем çĕнелнĕ культура çурчĕ уçăлнă ятпа саламланă, ăна пысăк пахалăхпа юсанине палăртнă. Юсав хыççăн кунта ял çыннисен канăвне лайăхрах йĕркелеме май пулать. Пĕтĕм ĕçе Елчĕкри «Стройэнергосервис» ООО /директорĕ А.Нягин/ пурнăçланă.

Çĕнелнĕ культура çуртĕнче вырăнти артистсем концерт кăтартнă.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Е.ИГНАТЬЕВА сăнÿкерчĕкĕ.



"Елчĕк Ен"
01 января 2017
10:32
Поделиться