Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ветерансем кăмăллă

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче çĕршыв аталанăвĕн малашлăх тĕллевĕсемпе задачисене палăртрĕ. Çырăва сÿтсе явнă май, районти, Сăрьел ялĕнчи пенсионерсемпе ветерансем унта пирĕн çĕршывăн Президенчĕ çынсем çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртаççĕ. Акă, çынсен сывлăхне лайăхлатасси тĕп вырăнта пулни те Çырура паллă. Пирĕн районта та ку тĕлĕшпе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Нумаях пулмасть районти тĕп больницăн поликлиники улшăнса çĕнелчĕ. Халĕ кунта медицинăн паха пулăшăвне илме пĕтĕм май пур: «электрон регистрацине» йĕркелени черет тăрассине сахаллатрĕ, пациентсене йышăнмалли, медперсонала ĕçлемелли условисем тĕпрен лайăхланчĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн юлашки виçĕ çулта районта модульлĕ 7 фельдшерпа акушер пунктне хута янă. Çакă инçетри ял çыннисене хăйсем патĕнчех медицинăн пĕрремĕш пулăшăвне илме май парать. Çакăнпа, паллах, эпир, ветерансем питĕ кăмăллă.

Владимир Путин хăйĕн Çырăвĕнче ялхуçалăхĕ вăй илсе пынине те палăртрĕ: «...паян АПК - çĕршыва тăрантаракан, тĕнче рынокне тухакан ăнăçлă отрасль». Пирĕн районти ялхуçалăх ĕçченĕсем чăннипех тăрăшуллă пулнипе, хăйсен умне илнĕ тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртме пултарнипе палăрса тăраççĕ. Ахальтен мар Елчĕк тăрăхĕ экономика кăтартăвĕсене ÿстерсе пынипе тата ĕçе тухăçлă йĕркеленипе республикăн кăнтăр зони тăрăх кăçал виççĕмĕш хут пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕ. Çакă пирĕншĕн пысăк çитĕнÿ - малашне те тăрăшуллăрах ĕçлеме хистет.

Федераци Пухăвне янă Çырури тепĕр кăмăллă самант вăл - Раççейри çул-йĕре çĕнĕрен тума тата тĕпрен юсама укçа-тенкĕ ытларах уйăрма палăртни. Çитес 2 çулта çĕршыври çулсен çуррине йĕркене кĕртмелле. Ветерансем çак тезиса хавхаланса йышăнчĕç: уйăрнă укçа-тенкĕн пĕр пайне пирĕн районти, уйрăмах Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи çул-йĕре тĕпрен юсама уйăрасса шанса тăратпăр.

Çитес çул пенсисене индексласси çинчен пĕлтерни те пенсионерсене савăнтарать.

Эпир, вăрçă ачисем, хамăр ĕмĕрте сахал мар нуша куртăмăр. Тĕнчере лăпкăлăх хуçаланни, патшалăх енчен пире пулăшса тăни малашне те пултăрччĕ.

Р.ХАРИСОВ,
районти ветерансен канашĕн президиумĕн членĕ. Сăрьел ялĕ.



"Елчĕк Ен"
24 декабря 2016
15:28
Поделиться