Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Спутник каналĕсем урлă курăпăр

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнчи ларăвĕнче Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2016 çулхи бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проектне ырланă. Унпа килĕшÿллĕн республикăн кăçалхи бюджечĕ тупăшсем енĕпе 282,2 миллион тенкĕлĕх пуянланнă.

Çак документпа килĕшÿллĕн Чăваш наци телекуравĕн тата наци радиовĕн сигналĕсене спутник каналĕсем урлă трансляцилеме республика бюджетĕнчен хушма укçа уйăрма палăртнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак ĕçе пурнăçлама кирлĕ чухлĕ укçа тупнине, наци телекуравĕн кăларăмĕсене çитес çулхи çуркунне тулашра та пăхма май килнине пĕлтернĕ. ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Юрий Васильев республикăри яллă вырăнсенче пурăнакансенчен чылайăшĕ юлашки çулсенче сигнала йĕркеллĕ йышăнакан спутник «турилккисемпе» усă курма тытăннине çирĕплетнĕ. 2017 çулхи март уйăхĕнче НТРКна спутник куравĕпе пăхма май килĕ.



"Елчĕк Ен"
03 декабря 2016
16:12
Поделиться