Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Унпа мухтанатпăр

Елчĕк районĕн мухтавлă ывăлне - СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерне, 1956 çулта Мельбурнта пулса иртнĕ çуллахи Олимп вăййисен бронза призерне, Европа чемпионне, нумай хут çĕршыв чемпионĕ тата рекордсменĕ пулнă Ардалион Игнатьева сума суса хальхи вăхăтра республикăра нумай мероприяти иртет. 

Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче çак паллă куна халалласа «Çитĕнÿсем патне туптанă çул» ятпа курав йĕркеленĕ. Кунта тĕрлĕ çулсенчи сăнÿкерчĕксемпе тата кăсăклă документсемпе паллашма пулать. Чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче музейра Ардалион Игнатьевăн асăну каçне йĕркелесе ирттерме палăртнă. Пурне те унта хутшăнма йыхравлаççĕ.



"Елчĕк Ен"
28 октября 2015
09:34
Поделиться