Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пысăк пĕлтерĕшлĕ кăларăм

А.ТИМОФЕЕВ, пичет ветеранĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

Чăваш халăх артисчĕн Игнатий Молодовăн вырăсла  асаилĕвĕсене /«Воспоминания»/ пичете хатĕрлеме пысăк хавхаланупа пуçăнтăм. Мĕншĕн тесен ăна пĕрремĕш хут вуласа тухсанах паллă ÿнерçĕ  сăнарĕ куç умне витĕмлĕн те уçăмлăн тухса тăчĕ. Елчĕкре, ахаль çын килĕнче çитĕннĕ талантлă артист, режиссер тата çыравçă шăпи  ыттисене те кăсăклантарĕ тесе республикăн паллă çыннисемпе тата ÿнер ĕçченĕсемпе нумай тĕлпулусем ирттертĕм.  СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев паллă режиссер кĕнеке умсăмахне çырма сĕннипе килĕшни савăнтарсах ячĕ. Ытти туссем те кăларăмăн пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕç, май килнĕ таран пулăшса пычĕç. Çакă кĕнекене çур çултан кăшт çеç ытларах вăхăтра  пĕтĕмпех хатĕрлесе çитерме, редакцилеме тата пичетлесе кăларма май пачĕ.

«Çĕнĕ вăхăт» типографире кăларнă пысăках мар кĕнекене театр ертÿçисем кăмăлласа йышăнчĕç. «О театре и о себе» асаилÿсенче автор  хăй çинчен кăна мар, чăваш театрĕпе ĕç коллективĕ пирки уçăмлăн та тĕплĕн каласа панă. Çавна май вăл К.В. Иванов ячĕллĕ академи театрĕн историйĕн уйрăлми пайĕ пулса тăрать» - палăртрĕç Ю.М. Владимиров директорпа театрăн литературăпа драма пайĕн редакторĕ Г.А. Сидорова.

 



"Елчĕк Ен"
03 октября 2015
14:35
Поделиться