Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕринчен тепри маттур

Пĕринчен тепри маттур

Сăрьелĕнчи почта çыхăну уйрăмĕнче тăрăшуллă çынсем ĕçлеççĕ. Г.Давлетшина начальник тивĕçне иккĕмĕш çул пурнăçласа пырать. А.Михеева почтальонка вара пысăк стаж пуçтарнă. Ăна ял çыннисем хисеплеççĕ. Вăл подписчиксем патне хаçат-журнал, пенси укçи вăхăтра çитерессишĕн тимлет. Н.Воронцова почтальонка кăçалтан кăна ку ĕçре тăрăшать-ха, çапах хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçлама тăрăшнипе палăрать.

Почта уйрăмне «Елчĕк ен» хаçат 102 экземпляр килсе тăрать. Чăвашсем кăна мар, тутарсем те çырăнса илеççĕ район хаçатне. А.Юсупова почтальонка  кашни кун велосипед çине ларать те килрен-киле çÿрет. Пиллĕкмĕш çул ял çыннисемшĕн кĕтнĕ çын вăл. Хальхи вăхăтра вăл Сăрьел халăхĕ çитес çул валли хаçат-журнал çырăнмасăр ан юлтăр тесе тăрăшать.

В.КИРИЛЛОВА сăнÿкерчĕкĕнче: А.Юсупова почтальонка.



16 сентября 2015
10:33
Поделиться