Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăйлă экономика - республика тĕрекĕ

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă "Эверест" компанисен ушкăнĕн генеральнăй директорĕ Николай Михайлович Герасимов пирĕн корреспондент ыйтăвĕсем çине хуравланă.

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыру анлă - унта республикăн пĕтĕм отраслĕн аталанăвне тĕплĕн çутатнă. Çавăн пекех малашлăх тĕллевсем те палăртнă. Чи кирли - вĕсене пурнăçа кĕртесси, - палăртнă Н.Герасимов.

- Николай Михайлович, çапах та Çыру сирĕн асăрта мĕнпе палăрса юлчĕ?

- Бизнес тытăмĕнче тăрăшнă май, экономикăпа инвестици портфельне йĕркелени çине М.Игнатьев тимлĕх уйăрни килĕшрĕ.

Тулашри тата шалти рыноксенчи лару-тăрăва йывăрлатнă пĕтĕм тĕнчери политика лару-тăрăвĕ çивĕчленсе çитнĕ условире экономикăна аталантарма çăмăлах мар. Ют çĕр-шывсем Раççей компанийĕсене хирĕç йышăннă санкцисем Чăваш Ен предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çине те япăх витĕм кỹчĕç.

Санкцисене икĕ енлĕ хаклама пулать. Пĕр енчен, чăнах, вĕсем экономикăн уйрăм сферисенче ỹсĕм хăвăртлăхне чакарчĕç. Тепĕр енчен, çак санкцисемех хамăрăн тавар туса кăларакансене аталанма çĕнĕ майсем, инновациллĕ шухăшсене чăн проект шайне çитерме хушма хавхалану кỹчĕç. М.Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче "Чăваш Республикин экономикин уйрăм отраслĕсенче импорта улăштарассине аталантарасси" çум программа хатĕрлеме тĕллев лартни те паха майсенчен пĕри. Асăннă çум программăна пурнăçлани республикăри импорта улăштармалли тата конкурентлă продукци калăпăшĕсене ỹстерме пулăшать. "Промышленность производствин калăпăшĕсене ỹстерессине малалла хавхалантарассине, малта пыракан технологисемпе оборудование ĕçе кĕртмелли, пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсем йĕркелесси пирĕн экономика политикин чи çывăх çулсенчи тĕп тĕллевсем пулса тăраççĕ", - палăртрĕ Çырура М.Игнатьев. Çак шухăш питĕ тĕрĕс тесе шутлатăп.

- Çапах та, Николай Михайлович, палăртнă тĕллевсене мĕнле татса памалла?

- Тĕллевсене татса парасси ытларах экономикăн чăн секторне хывакан инвестицисенчен килет. Иртнĕ çул Чăваш Республикинче инвестици калăпăшне 24,5 процента яхăн - 9,3 миллиард тенкĕ таран ỹстернĕ.

Тавар туса кăларакансене налук çăмăллăхĕсем памалли майсем те экономикăна аталанма пулăшаççĕ. 2014 çулта вăл 672,5 миллион тенкĕпе танлашнă.

2011 çултан пуçласа республикăра пысăк пĕлтерĕшлĕ 100 яхăн инвестици проектне пурнăçланă. Çакă Чăваш Ен экономикине 130 миллиард тенкĕ ытла инвестици явăçтарма, 12 пине яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май панă.

- Çĕнĕ йышши продукци кăларассинче мĕнле предприятисем палăрнă?

- Вĕсем пирки М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура тĕплĕн палăртнă. "ВНИИР-Прогресс", "ШЭАЗ", "ЭЛАРА", "В.И.Чапаев ячĕллĕ Шупашкарти производство пĕрлешĕвĕ", "Техмашхолдинг" тата ытти вуншар компани çĕнĕ йышши продукци кăларассипе ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Ют çĕр-шыв предпринимателĕсем те Чăваш Ене килесшĕн. Сăмахран, яппунсем автомобиль промышленноçĕ валли жгут кăларассине йĕркелесшĕн.

Республикăра пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 290 миллиард тенкĕрен те ирттерекен инвестици портфельне йĕркеленĕ.

- Пысăк предприятисем çеç мар, экономикăра вак тата вăтам предприятисем те паллă вырăн йышăнаççĕ-çке...

- Тĕрĕс, вак тата вăтам предприятисен экономикăри пĕлтерĕшĕ пысăк. 2014 çул тĕлне вĕсем туса кăларакан таварсен тỹпи 17,6 процентпа танлашать. Чăваш Ен Правительстви вĕсене пулăшать - 2011-2014 çулсенче вĕсене грантсемпе субсидисем пама 1,4 миллиард ытла укçа-тенкĕ янă. Малашне те вĕсем пулăшу илессе шанатăп.

Республика пурнăçĕнче экономика паллă вырăн йышăнать, унăн тĕрекĕ пулса тăрать.

- Николай Михайлович, калаçушăн тавах. Сире ĕçре ăнăçу сунатпăр.

А.КАРЛИН калаçнă.



"Елчĕк Ен"
21 февраля 2015
08:20
Поделиться