Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Экзамена хатĕрленетпĕр

Февралĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ селектор канашлăвне хутшăннă. Унта федераци субъекчĕсем 2015 çулта патшалăхăн пĕрлехи экзаменне ирттерме мĕнле хатĕрленнине сỹтсе явнă.

Конференцие Раççейĕн мĕн пур субъектне явăçтарнă, унта Ольга Голодец вице-премьер, вĕренỹ министрĕ Дмитрий Ливанов, Рособрнадзор ертỹçи Сергей Кравцов хутшăннă.

Дмитрий Медведев патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ 2009 çултан тытăнса вăтам вĕренỹ программисем тĕлĕшпе патшалăхăн пĕтĕмлетỹ аттестацийĕн тĕп форми пулса тăнине палăртнă. Кăçал та иртнĕ çулсенчи пекех вырăс чĕлхи тата математика обязательнăй йĕркепе экзамен тытмалли предметсем пулĕç. Хушма 12 предмет - суйласа илмеллисем. Февралĕн 14-мĕшĕнчен çамрăксем экзаменсене вăхăт çитмесĕрех тытма пултараççĕ. Пĕтĕмпе Раççейре кăçал 715 пине яхăн шкул ачи патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытĕ.

2014 çулта экзамен вăхăтĕнче йĕркене пăснă тĕслĕхсене чакармалли мерăсем йышăннă. Экзамен материалĕсене шкулсене çитермелли схемăна улăштарнă, экзамен тытмалли пунктсенче видеосăнав системисене, ытти хатĕрсем вырнаçтарнă, тĕрĕслевсен видеотрансляцине йĕркеленĕ тата ыт. те. Кăçал йĕркелỹ тĕлĕшпе мар, методика ыйтăвĕсемпе уйрăмах тимлĕ пуласшăн. "ППЭне ĕçе кĕртни аслă шкулсене вĕренме кĕмелли процеса уçăмлă турĕ. Анчах тухăçлăрах ĕçлемешкĕн çак тытăма çĕнетсе пымалла", - тенĕ премьер-министр.

Вĕренỹ министрĕ Дмитрий Ливанов палăртнă тăрăх - 2014 çулта йышăннă хăрушсăрлăх мерисем çĕр-шыври шкул вĕрентĕвĕн пахалăхĕн объективлă кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме май панă. ППЭ кăтартăвĕсем тăрăх шкул ачин пĕлĕвĕн шайне кăна мар, вăл аслă шкулта вĕренме хатĕррине те палăртма пулать. 2015 çулта экзамен тытмалли технологи тĕлĕшпе курăмлă улшăнусем пулмалла мар.

Рособрнадзор ертỹçи Сергей Кравцов 2015 çулхи экзаменсене "ППЭ - пуласлăх суйлавĕ" девизпа йĕркелесси çинчен каланă. Чăваш Ене вăл пĕрлехи патшалăх экзаменне йĕркелекен пунктсенче сотовăй çыхăнăва "пусаракан" хатĕрсем вырнаçтарма палăртнă регионсен шутĕнче асăннă. "Тỹрĕ кăмăллă вĕренекен экзамена тỹрĕ кăмăлпа тытма пултартăр - асăннă мерăсем çак тĕллеве пурнăçлама кирлĕ", - тенĕ Сергей Кравцов. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - Крымпа Севастопольте кăçал 3 пин çамрăк ППЭ тытĕ.

Чăваш Енре ашшĕ-амăшĕ, çамрăксем хăйсем экзаменсен çак мелне ырласа йышăнни паллă. ППЭ шкул пĕтерекенсене, уйрăмах ялсенчи шкулсенчен вĕренсе тухакансене конкурентлăрах пулма пулăшать. Çуллен шкул пĕтерекенсен 78% аслă шкулсене вĕренме кĕрет, çав шутра 30% яхăн - Раççейĕн чи сумлă вузĕсене (ППЭччен ку кăтарту 5-6% кăна танлашнă).

Малтанлăха палăртнă тăрăх - 11 класс пĕтерекен 6,5 пин тата 9 класран вĕренсе тухакан 11,6 пине яхăн яшпа хĕр патшалăхăн пĕтĕмлетỹ аттестацийĕнче хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслĕç. Иртнĕ çулсенчи пекех ытларахăшĕ обществознание, физикăна, биологие, историе тата химие суйласа илет.

Аттестацие хатĕрленнĕ май республикăра тĕрĕслеве хутшăнакансемшĕн пĕр тан условисем йĕркелемелли мерăсем йышăнаççĕ. Экзамен тытмалли пунктсен шутне виçеллĕ тунă - вĕсем пĕтĕмпе 38. 26-шĕнче тĕрĕслев объективлăхне çирĕплетес тĕллевпе кăçал видеосăнав вырнаçтараççĕ, сотовăй çыхăнăва "пусармалли" хатĕрсем лартма палăртнă. Общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсене явăçтарса общество сăнавçисен институтне аталантарас енĕпе ĕçлеççĕ. Экзамена хутшăнакансем валли "хĕрỹ лини" пулать, республикăн тематика сайчĕ ĕçлет. Аттестаци ыйтăвĕсемпе вĕренỹ учрежденийĕсен ертỹçисемпе ятарлă семинар-канашлусем ирттернĕ. Республика экзамен тĕлĕшпе Рособрнадзорпа тата РФ Вĕренỹ министерствипе тачă çыхăну тытать.



"Елчĕк Ен"
18 февраля 2015
09:55
Поделиться