Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чи лайăх парне - энциклопеди!

Чи лайăх парне - энциклопеди!

4 томпа пичетленсе тухнă Чăваш эциклопедийĕ патшалăх шайĕнчи проект, ученăйсен, издательсен, художниксен, редакторсен тата полиграфистсен пысăк çитĕнĕвĕ. Çак кĕнеке Чăваш Ен тата Раççей наукипе культурине аталантарассинче тата чăваш халăхĕн документлă эткерлĕхне сыхласа хăварассинче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Нумай томлă Чăваш энциклопедийĕ республика историйĕнче пĕрремĕш кĕнеке шутланать. Ăна Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчи тата ытти çĕр-шывсен ученăйĕсем пысăк хак панă. Унта 12 пин ытла статьяпа 3 пине яхăн сăн ỹкерчĕк, карттăсемпе схемăсем вырнаçтарнă.

Регион пурнăçĕпе тата унăн ĕçĕ-хĕлĕпе яр уççăн, тĕплĕн паллаштаракан кĕнеке мĕн пур шайри вулакансемшĕн кăсăклă пулмалла. Ăна республикăна килекен хăнасене, предприятисен коллективĕсене, шкулсен библиотекисене, юлташсене парнелеме те сумлă.

Чăваш энциклопедине Чăваш кĕнеке издательствинче тата унăн лавккисенче туянма пулать. Сăмах май, хальхи вăхăтра акципе - "Энциклопедин 4 томне 3 том хакĕпе" туянма пулать. Тĕплĕнрех çак телефонсемпе ыйтса пĕлмелле: (8352) 28-85-51, 55-24-09.



"Елчĕк Ен"
18 февраля 2015
09:49
Поделиться