Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сăнаса тăратпăр

Районти прокуратура ĕçченĕсем хăйсен тĕп тивĕçĕсенчен пĕри коррупцие хирĕç кĕрешесси тесе шутлаççĕ. Унăн сиенĕ пысăк пулнине туйса, тĕрлĕ ĕç туса ирттереççĕ.

Иртнĕ çул коррупципе çыхăннă саккунсене пăснă 50 тĕслĕхе тупса палăртнă. Çитменлĕхсене пĕтерес тĕллевпе 30 представлени çырнă, вĕсене пăхса тухнă хыççăн должноçри 30 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă.

Коррупци сĕмĕллĕ преступлени тунине палăртса суда 5 тавăç çитернĕ, вĕсене пурне те тивĕçтернĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тĕлĕшпе коррупципе çыхăннă пĕр материалпа уголовнăй ĕç пуçарнă.

П.КОКОРЕВ, 
район прокурорĕн çумĕ.



"Елчĕк Ен"
17 января 2015
14:35
Поделиться