Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ырă туни - ĕмĕрлĕхе

Ăшă чун-чĕреллĕ, çирĕп кăмăл-сипетлĕ, малашлăхшăн тăрăшакансем ыттисене те яланах пулăшма хатĕр. Çакăн пек çынсене хамăр хушăмăрта ытларах та ытларах тĕл пулни çĕнĕрен-çĕнĕ пархатарлă ĕç пурнăçлама хистет.

Кивĕ Эйпеçри Çветтуй Троица ячĕллĕ чиркỹре служба тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннăранпа ялти пуçаруллă çынсем пулăшу аллине тăсса пама ỹркенсе тăманран нумай ĕç тума май килчĕ. Куç хăрать те алă тăвать тесе ахальтен каламан çав. Малтан чиркĕве шал енчен тирпейлерĕмĕр, ун хыççăн территорине йĕркене кĕртрĕмĕр.

Чи малтан çак ялта пурăнакан, нумай çул парти тата совет органĕсенче, ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ парас ĕçре тимленĕ, ун хыççăн хăйĕн ĕçне йĕркелесе яма пултарнă "Ритуал" предприятие ертсе пыракан Леонид Григорьев хăй пулăшма пултарнине пĕлтерчĕ. Кунта вăй хуракансем кĕске вăхăтра чиркỹ йĕри-тавра эрешленĕ тимĕр карта тытса çавăрчĕç, брусчаткăран тротуар сарчĕç. Леонид Григорьевăн ырă тĕслĕхне курса ытти предпринимательсем те май пур таран пулăшма тăрăшрĕç. Кавалти Валерий Изратов, Сергей Шилов, халĕ тивĕçлĕ канури Борис Теллин тата унăн ывăлĕ Алексей, "Комбайн" хуçалăхра бригадирта ĕçлекенскер, Лаш Таяпари Ершовсем - Владимир тата Анатолий, Шупашкарти "ВИАЛ" предприяти директорĕ Виктор Смирнов ялти чиркĕве çĕнĕ сăн-сăпат, тирпейлĕх кĕртме нумай пулăшрĕç. Вĕсен пархатарлă ĕçĕ çĕре ỹксе çухалмĕ...

СИЛУАН иеромонах, 
вăхăтлăха Кивĕ Эйпеçри Çветтуй Троица ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.



"Елчĕк Ен"
10 декабря 2014
10:27
Поделиться