Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕкри искусство шкулне - баянпа тăмра

Елчĕкри искусство шкулне - баянпа тăмра

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăри "Чăваш Енĕн пултаруллă ачисем" фестивале хутшăнса ача-пăча искусство тата музыка шкулĕсене музыка инструменчĕсем туянма сертификатсем панă.

Культура çулталăкĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарăвĕпе республика бюджетĕнчен маларах асăннă шкулсене музыка инструменчĕсем туянма 2 млн та 481 пин тенкĕ уйăрнă. Çакăн чухлех укçа-тенкĕне Раççей Культура министерстви панă.

Çапла вара юлашки çирĕм çул хушшинче республикăри музыка тата искусство шкулĕсем пахалăхлă тата хаклă йышши 100 инструментпа пуянланнă. Вĕсен шутĕнче - фортепьяно, балалайка, тăмра, скрипка, аккордеон тата баян. Елчĕксем çĕнĕ баянпа тăмра уйăрнипе питĕ кăмăллă.

Республикăра ачасене тĕрлĕ енлĕн аталанма мĕн пур майсем çителĕклĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ искусство шкулне çỹрекен талантлă ачасене, студентсене, культура отраслĕнчи специалистсене хавхалантарса ятарлă стипендисем уйăрать. Çавăн пекех республикăри хăш-пĕр хуласемпе районсенчи администрацисем пултаруллă ачасене пурлăх енчен хавхалантараççĕ. Пирĕн республикăра культура тата искусство сферинче ачасене хушма пĕлỹ паракан шкулсем 46 шутланаççĕ. Вĕсен йышне Елчĕкри искусство шкулĕ те кĕрет. Унта 140 ача хушма пĕлỹ илет.

Сăн ỹкерчĕкре: Иван Моторин Елчĕкри искусство шкулĕн директорне К.Васильевăна сертификат панă самант.



"Елчĕк Ен"
19 ноября 2014
13:33
Поделиться