Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Преступниксене палăртнă

Елчĕкри полици пайĕ наркотик хатĕрĕсен, психотроплă хутăшсен саккунсăр çаврăнăшне тупса палăртассипе тата çынсен нуши çинче укçа-тенкĕ тăвакансен çулне пỹлессипе сахал мар ĕç пурнăçлать.

Çавна май республикăра анчах мар, районта та "Мăкăнь" операци ирттересси йăлана кĕнĕ. Асăннă операцие йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем çулсеренех виçĕ тапхăрпа йĕркелеççĕ, çак хушăра рейдсем, халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем пыраççĕ.

Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем кăçал наркотик хатĕрĕсен, психотроплă хутăшсен саккунсăр çаврăнăшне хирĕçле сферăра 2 преступлени тунине тупса палăртнă.

Чỹк уйăхĕн 17-28-мĕшĕсенче ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕ наркотик хатĕрĕсене хирĕçле тапхăр йĕркелет. Тĕрлĕ ыйтусем пулсан эсир 2-51-54, 2-50-52, 02, 8-952-024-06-03 номерсемпе шăнкăравлама пултаратăр.

А.ПЕТРОВ.



"Елчĕк Ен"
19 ноября 2014
13:25
Поделиться