Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Экзамен тытмалла

2015 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ют çĕр-шыв гражданĕсене вăхăтлăха пурăнма, ĕçлеме, патент илме паракан хутсене хатĕрлес енĕпе федераци саккунне улшăнусем кĕртеççĕ.

Малашне ют çĕр-шыв гражданĕсен вырăс чĕлхине, Раççей историне, саккунсене лайăх пĕлнине кăтартса памалла, экзамен тытмалла. Çапла майпа вĕсен Раççей Федерацийĕн территорийĕнче патшалăх аттестацийĕ, квалификаци витĕр тухни çинчен алла документ илме май пур.

Ĕçлеме пултарайманнисене, 18 çула çитмен çамрăксене, 65 çултан иртнĕ арçынсене, 60 çултан иртнĕ хĕрарăмсене экзамен тыттарассинчен хăтараççĕ.

Чăваш Республикинче вăхăтлăха пурăнакан ют çĕр-шыв гражданĕсене Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хушма пĕлỹ паракан центрĕнче (Мускав проспекчĕ,15, К204 пỹлĕм, тел.: 58-45-74), cdo chuvsu@bk.ru тата акăлчан чĕлхине вĕрентекен шкулта (Карл Маркс урамĕ, 52-мĕш çурт, 9-мĕш корпус, тел.: 22-96-06) экзаменсене хатĕрленме пулăшаççĕ.

Т.КАЗЕЕВА, 
РФ ФМСĕн Чăваш Республикинчи Патăрьелĕнчи территори подразделенийĕн 
Елчĕкри уйрăмĕн начальникĕ.



"Елчĕк Ен"
15 ноября 2014
13:50
Поделиться