Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кĕскен

Грант - Курнавăшсемпе Лаш Таяпасенче

Культура учрежденийĕсене çулсерен патшалăх сахал мар пулăшать. Кăçал республикăри муниципаллă культура учрежденийĕсене федераци бюджетĕнчен 15,2 миллион тенкĕ уйăрнă.

400 пин тенкĕлĕх гранта кăçал пирĕн районти Курнавăшри тата Лаш Таяпари информаципе культура центрĕсем тивĕçнĕ. Вĕсем грант укçипе сасă, çутă, видеопроекци, компьютер оборудованийĕсем, сцена костюмĕсем, музыка инструменчĕсем туянаççĕ.

Сцена çинче "Асамат кĕперĕ"

Курнавăшри информаципе культура центрĕнчи "Асамат кĕперĕ" театр коллективне кăçал йĕркеленĕ.

Тĕрлĕ ỹсĕмри ачасем çỹреççĕ унта. Вĕсене Ольга Шмелева методист артист пек выляма вĕрентет. Е.Мясникова, Т.Курчина, Ю.Каргина, Н.Гладкова, А.Синицына, В.Маркова, Д.Цветков, А.Ефимов, Н.Григорьева, Н.Круглова куракансене юмахсен тĕнчине илсе килчĕç. Пĕчĕк артистсем хăйсене шанса панă рольсене ĕненмелле вылярĕç.

Ыйтусем нумай

Культура ĕçченĕсен черетлĕ канашлăвĕ иртнĕ.

Унта çĕнĕ çултан культура учрежденийĕсене централизацилес, Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илес, периодика изданийĕсем çырăнас, учрежденисене модернизацилес ыйтусене тĕплĕн пăхса тухнă.



"Елчĕк Ен"
15 ноября 2014
13:42
Поделиться