Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕксем тăрăшуллă пулнине республика пĕлет

Елчĕксем тăрăшуллă пулнине республика пĕлет

Пирĕн районти çĕр ĕçченĕсем çанталăк условийĕсене пăхмасăр уй-хиртен кашни çул тухăçлă тыр-пул пухса кĕртеççĕ, выльăх-чĕрлĕхрен кирлĕ шайри тата пахалăхлă продукци туса илеççĕ. Кăçалхи 9 уйăхри тапхăрта производствăпа экономика кăтартăвĕсене ỹстернĕшĕн тата ĕçе тухăçлă йĕркеленĕшĕн Елчĕк районĕ кăнтăр зона тăрăх пĕрремĕш вырăн йышăннă, республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинчи ăмăртура "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ мала тухнă.

Черетлĕ ял хуçалăх çулталăкĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ял хуçалăх культурисене 38488 гектар, çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 20591 гектар (Чăваш Республикинчи муниципаллă ытти районсемпе танлаштарсан чи пысăк лаптăкра) çинчен чи кĕске вăхăтра тата тăкаксăр пухса кĕртнĕ. Ỹсен-тăран культурисен палăртнă лаптăкĕн 13 процентне "Прогресс" акционерсен хупă обществинче çитĕнтернĕ.

Фермерсем çĕрпе тухăçлă усă кураççĕ. Çĕнĕ технологисене анлăн ĕçе кĕртекен Курнавăшри Юрий Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 350 гектар лаптăкран, 1 гектар пуçне ампар виçипе шутласан 48 центнер, пухса кĕртнĕ. Çĕр улми лартса çитĕнтерни те фермершăн усăллă пулнă, 70 гектар йышăнакан лаптăкри "иккĕмĕш çăкăр" 200-шер центнер тухăç панă. Каркаларти Андрей Севриков фермер та тухăçлă тыр-пул алла илнĕ - 34,4 центнер, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ те унăн сахал мар - 531 гектар. Тип Тимешри Борис Тихомиров хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 1 гектар пуçне шутласан 33,1 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ. Аслă Елчĕкри Владимир Чернов фермер та çĕрпе пĕлсе тата тухăçлă усă курать.

Пĕр-пĕрин тăрăшуллă ĕç-хĕлне курса хавхаланнă хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессин кăтартăвĕсем çулран-çул ỹссе пыраççĕ. Вĕсенче ĕне выльăхсен хисепĕ те йышлансах пырать. Районти 17 хресчен (фермер) хуçалăхĕнче, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сăвăнакан 211 пуç ĕне ытларах пулнă.

Çитес çулхи тыр-пул шăпи унăн никĕсне мĕнле хывса хăварнинчен килнине асра тытса ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кĕрхи культурăсене пурĕ 5711 гектар лаптăкра акса хăварнă.


Кĕр тыррисене чи пысăк лаптăкра - 1000 гектар - "Прогресс" акцонерсен хупă обществинче тата Андрей Севриков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 500 гектар акнă.


Ĕç тухăçлăхне, производство кăтартăвĕсене ỹстерес тĕллевпе ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çĕнĕ йышши ял хуçалăх машинисене туянаççĕ, фермăсене реконструкци тăваççĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев тата Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С.Павлов "Комбайн" ЯХПКна (Г.Федоров - варринче) чыслаççĕ.



12 ноября 2014
14:51
Поделиться