Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

А.Маркова асăнса

ЧР Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД ДПС инспекторне асăнса баскетболла вылякансен финалĕ иртнĕ. Унта 8 команда хутшăннă.

Ăмăрту Патреккелти шкулăн спорт залĕнче (хĕр ачасем) тата "Улăп" ФОКра (арçын ачасем) иртнĕ. Арçын ачасен командисенчен Елчĕксем - пĕрремĕш, Аслă Елчĕксем - иккĕмĕш, Курнавăшсем - виççĕмĕш вырăнсенче.

Хĕр ачасенчен пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине Елчĕксем, иккĕмĕшне - Чăваш Тăрăмсем, виççĕмĕшне Патреккелсем хăпарнă.

А.Демьянов (Елчĕк), Г. Агеев (Аслă Елчĕк), А.Кудряшов (Курнавăш), А.Данилова (Елчĕк), М.Кузнецова (Чăваш Тăрăм), Е.Сардаева (Патреккел) чи лайăх вылякансем. Финалти вăйăсенче палăрнă К.Агеевпа Ю.Полякова (Елчĕк) кубоксене тивĕçнĕ. Çавăн пекех финала тухнă командăсене баскетбол мечĕкĕсем парнеленĕ.

(Хамăр корр.)



"Елчĕк Ен"
25 октября 2014
14:08
Поделиться