Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Яланах малтисен ретĕнче

Яланах малтисен ретĕнче

"Лаша пуласси тихаран, çын пуласси ачаран паллă", - теççĕ халăхра. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче 9-мĕш класра пĕлỹ илекен Ирина Иванова çамрăкранах хăйне тĕрлĕ енлĕ аталантарса пырать. Вĕренỹре те, шкул шайĕнчи тата ун тулашĕнчи мероприятисенче те, ĕçре те - яланах малтисен ретĕнче вăл.

- Кĕçĕн класранах "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать хĕр ача. Хушнă ĕçе тĕплĕн пурнăçлать. Тĕрлĕ сăлтава пула ăнсăртран расписание кĕртмен урок йĕркелетĕн. Çав кун ирттерме палăртман предметпа ыттисем урока хатĕрленсе ĕлкĕреймен пулсан, Ирина асăннă предметпа килти ĕçе тĕплĕн пурнăçлани палăрать. Мĕнле ĕлкĕрет-ши вăл тесе ирĕксĕрех тĕлĕнетĕн, - хавассăн та кăмăллăн пĕлтерет Ирина пирки каласа пама ыйтсан Нина Левая педагог.

Тĕрлĕ конкурса хастар хутшăнать вăл, çитĕнĕвĕсем те сахал мар. 2012 çулта район шайĕнче географи предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра 3-мĕш, 2013 çулта информатикăпа 1-мĕш вырăнсене çĕнсе илме пултарнă хĕр ача. Акăлчан чĕлхи, биологи (2013 çул) предмечĕсемпе иртнĕ олимпиадăсен, истори предмечĕпе йĕркеленнĕ çамрăксен чемпионачĕн призерĕ вăл. Наукăпа практика конференцийĕсене те хастар хутшăнать И.Иванова. 2012 çулта республика шайĕнче биоэкологи тата геоэкологи енĕпе иртнĕ вун тăххăрмĕш наукăпа парктика конференцийĕсенче 3-мĕш, орнитологи енĕпе йĕркеленĕ наукăпа практика конференцийĕнче 2-мĕш, районти тăваттăмĕш наукăпа практика конференцийĕнче 1-мĕш, республика шайĕнчи "Excelsior" фестиваль конференцинче 1-мĕш тата "Шкулти наука кунĕсем" ятпа иртнĕ вун пĕрмĕш наукăпа практика конференцийĕнче лауреат ятне çĕнсе илнĕ.

Пушă вăхăтра сăвăсем вулама кăмăллать. Поэт сăввине вуласа Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче район шайĕнче çулсерен йĕркелекен "Поэзи çăлтăрĕсем" фестивальте 3-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕ вăл.

Алă ĕçĕ тăвасси те ют мар хĕр ачашăн. Уйрăмах бисерпа тĕрлеме, тĕрлĕ хатĕрсем çĕлеме ухата. Ỹкерме те ăста. Ку енĕпе йĕркеленекен конкурссене те хастар хутшăнать. Республика шайĕнчи "Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн", "Манăн халăх историйĕ - чĕремре" ỹкер- чĕксен конкурсĕсен районти тапхăрĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнса район чысне республикăра хỹтĕленĕ.

Çемьере икĕ хĕр ача çитĕнет Ивановсен. Ирина 7-мĕш класра пĕлỹ илекен йăмăкне Аринăна та пулăшма ĕлкĕрет. Амăшĕ ĕçрен таврăннă тĕле иккĕшех килти ĕçсене пурнăçлаççĕ, каçхи апат хатĕрлеççĕ вĕсем. Ĕçрен тата вĕренỹрен пушансан вара хĕр ачасем çемçе теттесем ăсталама вырнаçаççĕ.

Е.ПЕТРОВА.

 



"Елчĕк Ен"
18 октября 2014
11:23
Поделиться