Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăйпа тата ăсталăхпа палăрнă

Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарти "Спартак" стадионта "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне халалласа "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" (ГТО) физкультурăпа спорт нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртнĕ.

Унта пирĕн районти пенсионерсем тата Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем хастар хутшăннă.

Геннадий Туманов, Зинаида Васильева, Анатолий Анисимов, Галина Павлова, Николай Павлов спорт ветеранĕсем хăйсен ỹсĕмĕнче ГТО нормативĕсене ăнăçлă пурнăçланă.

Елчĕк шкулĕнче пĕлỹ пухакан вĕренекенсем спортăн 6 тĕсĕнче вăй виçнĕ.

Участниксене кашнинех норматива тултарнине çирĕплетсе зачет кĕнекисем панă тата Хисеп хучĕсемпе чысланă.



"Елчĕк Ен"
15 октября 2014
11:15
Поделиться