Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăваш Енре сумлă еткер юлать

Чăваш Енре сумлă еткер юлать

"Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форумра РФ спорт министрĕ Виталий Мутко тата ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕç. Шел те, вăхăт хĕсĕккине кура массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсен нумай ыйтăвне хуравлаймарĕç, çапах вĕсен сăмахĕнче форум пĕтĕмлетĕвĕ туллин янăрарĕ темелле.

Виталий Мутко палăртнă тăрăх - форума массăллă информаци хатĕрĕсен 150 ытла представителĕ çутатнă. Çак кунсенче Чăваш Енре форум программипе килĕшỹллĕн тĕрлĕ 18 мероприяти иртнĕ. Тĕп вырăнта, паллах, Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ.

Спорт общественноçĕ Чăваш Енре пухăннă май тĕрлĕ ыйтăва тишкернĕ, хакланă, аталану çул-йĕрĕсене палăртнă. Çав шутра - ГТО комплексĕ. Çитес çулах пĕтĕм шкулпа аслă вĕренỹ заведенийĕнче ГТО нормативĕсене пурнăçламалла, 2017 çултан тытăнса вара - пĕтĕм çĕр-шывĕпе.

Виталий Мутко форума ирттерме Чăваш Ене ăнсăртран суйласа илменнине палăртрĕ. Михаил Игнатьева, республика Правительствине хăнасене тарават йышăннăшăн, йĕркелỹ ĕçне лайăх пурнăçланăшăн тав турĕ. Çапах кунта пухăнас тени чи малтанах Чăваш Енĕн спортпа çыхăннă кăтартăвĕсем лайăххипе сăлтавланнă.

Шупашкар сумлă спорт ăмăртăвĕсене ирттерес енĕпе пысăк опыт пухни пирки те сăмах пулчĕ. 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Европа Кубокĕ иртмелле. 2016, 2018 çулсенче хăвăрт утакансен чемпионачĕсене ирттермелли - каллех Шупашкарта.

Михаил Игнатьев форума Чăваш Енре ирттерни республикăшăн пысăк чыс пулнине палăртрĕ, куншăн Владимир Путин Президента, Виталий Мутко министра тав турĕ. Ютран килнĕ журналистсем те чылаййăн, çавна май вăл республика çинчен кĕскен каласа пани, паллах, ытлашши пулмарĕ. Халăхăн 36: спортпа туслă, спорт шкулĕсене 31 пин ачапа çамрăк çỹрет. Çакăн витĕмĕ виççĕмĕш çул ĕнтĕ Чăваш Енре ача çуратас енĕпе палăракан ỹсĕмре курăнать, çынсен пурнăç тăршшĕ пысăкланать.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Виталий Мутко çитес çулсенче спорт резервне хатĕрлес енĕпе çине тăрса ĕçлессине палăртрĕ. Хăйсен ĕçне пĕлекен, çĕнĕлле ĕçлекен ăста тренерсем кирлĕ. Çакăн валли патшалăх укçа уйăрĕ.

Пресс-конференцире Виталий Муткопа Михаил Игнатьев журналистсен ытти ыйтăвĕсем çине те хуравларĕç.

Форумран республикăшăн мĕнле еткер юлать? "Эпир мĕн илсе килнĕ - пĕтĕмпех юлать", - пулчĕ хурав. Ку çеç те мар. Виталий Мутко шухăшĕпе - региона çĕр-шыв Президенчĕ килни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эппин, Чăваш Енпе кăсăкланаççĕ. Çакă республикăра пурăнакансен кăмăлне те витĕм кỹрет, хăйсене ытларах хисеплеме пулăшать.



"Елчĕк Ен"
15 октября 2014
11:17
Поделиться