Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Спорта аталантарма

Юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Чăваш Енĕн тĕп хулинче çĕр-шыври спорт отраслĕнчи чи тĕп пулăм - "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум иртет. Форума 4 пин ытла делегат хутшăнать.

Ĕçлĕ программăпа килĕшỹллĕн тĕрлĕ канашлусемпе дискусси сессийĕсем, çавра сĕтелсем, конференцисем, мастер-классем йĕркелеççĕ. Пуçласа форумра юридика шкул-практикумĕ иртет. Унта спорт правине аталантарас çивĕч ыйтусене пăхса тухаççĕ.

Мастер-классем ытларах Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕнче тата Шупашкарти спорт шкулĕсенче иртеççĕ. Республика лапамĕнче Пĕтĕм тĕнчери "Хальхи спорт: çĕнĕлĕхсем тата малашлăх" выставка ĕçлĕ. "Мухтав аллейинче" Раççей Федерацийĕнчи регионсем физкультурăпа спортра тунă çитĕнĕвĕсемпе паллаштараççĕ.



"Елчĕк Ен"
27 сентября 2014
13:37
Поделиться