Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Конкурс малалла тăсăлать

Раççей Пенси фончĕ кашни çулах "Обязательнăй пенси страхованийĕн чи лайăх страхователĕ" конкурс ирттерет. Ăна 2015 çулхи çу уйăхĕнче пĕтĕмлетеççĕ.

Конкурсра кăçалхи пĕтĕмлетỹсене шута илеççĕ: отчетсене палăртнă вăхăтра тата туллин тăратнине, взноссене куçарса панине, ĕçлекенсене обязательнăй пенси страховани тытăмĕнче регистрациленине. Çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекен пирки те çăхав пулмалла мар.

Конкурса 4 номинацире палăртаççĕ. 500 çын ытларах, 100-500 çын, 100 çынна яхăн ĕçлекен предприятисемпе организацисем, уйрăм предпринимательсем (енчен те вĕсенче тара тытнă ĕçлекенсем пулсан) хушшинче.

Иртнĕ çулхи пĕтĕмлетỹсем тăрăх, пирĕн районтан "Чи лайăх страхователь" ята "Сатурн" ЯХПК тивĕçнĕччĕ.



"Елчĕк Ен"
24 сентября 2014
09:38
Поделиться