Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял уявĕ

Тĕмерти пĕрремĕш чиркĕве 1749 çулта туса лартнă. Хальхи Турă Хĕресне çĕклесе кăтартнин ячĕллĕ виççĕмĕш чиркỹн (1876 ç.) престол праçникĕ - авăн уйăхĕн 27-мĕшĕ.

Чиркỹ праçникне халалланă уява Тĕмерсем кăçал та ирттереççĕ. Чиркỹри кĕлĕ хыççăн ялти стадионта спорт ăмăртăвĕсем, халăх вăййисем, концерт - 14 сехетре пуçланаççĕ.



"Елчĕк Ен"
24 сентября 2014
09:07
Поделиться