Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пурте спортпа туслă пулар

Правительство çуртĕнче "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелỹ комитечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта хальхинче тăватă ыйту пăхса тухрĕç.

"Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕн ĕçлĕ программине тата ăсталăх сехечĕсене Чăваш Енрен хутшăнакан спортпа педагогика общественноçĕ пирки ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников пĕлтерчĕ. Сергей Владимирович каланă тăрăх - спортăн 5 тĕсĕпе ăсталăх сехечĕсем ирттерме палăртнă: çăмăл атлетикăпа, сĕтел çи теннисĕпе, ирĕклĕ тата самбо мелсемпе кĕрешессипе, гимнастикăпа тата пăр çинче эрешсем туса ярăнассипе. Çакна та палăртмалла: ăсталăх сехетне хутшăнакан кашни çын квалификацине ỹстернине çирĕплетекен свидетельство илĕ. Ăсталăх сехечĕсене пĕтĕмпе çĕр-шыври 400 ытла специалист хутшăнмалла. Çав шутра Чăваш Енрен - 150 тренер. Асăннă мероприятин тĕп тĕллевĕ - ĕçри ăсталăха, меслетлĕхе ỹстересси, спортри çĕнĕлĕхсемпе паллашасси.

Спорт форумĕ иртнĕ кунсенче шурă халатлисем те сыхă тăрĕç, вăхăтра медицина пулăшăвĕ парĕç. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова пĕлтерчĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков спорт форумĕ вăхăтĕнче Пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утакансен кунне тата спортсменсен парадне йĕркелесси пирки пĕлтерчĕ.

Çак кунах Хĕрлĕ тỹремри спорт мероприятийĕсем старт илĕç. Унта тĕрлĕ ăмăрту пулĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем ГТО нормативĕсене пурнăçлассишĕн вăй виçĕç. Пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утакансен кунне хутшăнакансем те çак кунах старт илĕç. Вĕсем Шупашкар кỹлмекĕ тавра утса вăй виçĕç. Вун тăватă сехетре Хĕрлĕ тỹремре спортсменсен парачĕ пуçланĕ. Уяв вăхăтĕнче аттракционсем тỹлевсĕр ĕçлĕç. Вун пилĕк сехетре вара фейерверк пулĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйсен çурчĕсенче пурăнакан çынсене паллă спортсменсемпе пĕрле ирхи зарядкăна тухма чĕнсе каларĕ. ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов пĕлтернĕ тăрăх - спорт форумĕ иртнĕ кунсенче музейсемпе театрсем урăхларах кун йĕркипе ĕçлĕç. Театрсен репертуарĕсене маларахах хатĕрленĕ. Раççейре Пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утакансен кунне пуçласа ирттереççĕ. Пĕрремĕшĕ пирĕн патра пулĕ. Унта 10000 ытла çын хутшăнасса кĕтетпĕр. Юпа уйăхĕн 9-10-мĕшĕсенче Шупашкарта "Автомобильсĕр кун" акци йĕркелесшĕн. Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче хулара пурăнакансем ĕçе общество транспорчĕпе тата çуран çитме пултарĕç. Юпан 10-мĕшĕнче вара хула çыннисем ытларах велосипедсемпе çỹрĕç. Эпир вара сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене спорт форумĕ иртнĕ кунсенче ĕçе те, уява та спорт тумĕпе кайма сĕнетпĕр.

Чăваш Республикинчи суту-илỹпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин тĕп хулара "Хальхи спорт. Çĕнĕлĕхсемпе малашлăх" спорт индустринчи çитĕнỹсен куравне йĕркелесе ирттерессипе паллаштарчĕ. Выставка Республика тỹремĕнчи 2-мĕш павильонра уçăлĕ. ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева пĕлтернĕ тăрăх - унта кĕнеке куравне те йĕркелеме палăртаççĕ. Экспозицире спортпа çыхăннă литература кăна мар, Чăваш Ен историйĕпе, халăх йăли-йĕркипе тата культурипе паллаштаракан "чун çимĕçĕсем" те пулĕç. "Советская Чувашия" хаçат вара вулакансем ярса панă сăн ỹкерчĕксен куравне те йĕркелĕ.

Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Сироткин Хула кунĕнче (авăнăн 20-мĕшĕнче паллă тăваççĕ) футбол уйĕ уçăлассине пĕлтерчĕ.



"Елчĕк Ен"
10 сентября 2014
10:17
Поделиться