Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăваш ятне тĕнче умне кăларнă

Чăваш ятне тĕнче умне кăларнă

Совет Союзĕн виççĕмĕш космонавчĕн 85 çулхи юбилейне палăртма Чăваш Енре пысăк хăнасем пулчĕç. Елена Андрияновна Терешкова-Николаева мăшăрĕпе тата ывăлĕпе, Ю.А.Гагарин ячĕллĕ космонавтсем хатĕрлекен центрăн наукăпа тĕпчев аппарачĕн ертỹçи В.Плакида, Совет Союзĕн икĕ хут Паттăрĕсем, СССР космонавт летчикĕсем А.Леонов, П.Климук, Совет Союзĕн Паттăрĕ А.Соловьев, Раççей Паттăрĕсем О.Новицкий, Ю.Батурин тата ыттисем А.Николаевăн мемориал комплексне çитсе курчĕç, унăн вил тăприйĕ çине тата палăкĕ умне чечексем хучĕç, уяв митингне хутшăнчĕç. Çавăн пекех паллă ентешĕмĕре аса илчĕç.

Алена Андрияновна ТЕРЕШКОВА, Андриян Николаевăн хĕрĕ:

"Вăл манăн чи хаклă атте пулнă. Эпир унпа вăрттăнлăхсене пĕрле пайланă. Аттен юратнă кĕтесĕ маншăн чи çывăххи. Кунта хама питĕ лайăх туятăп.

Манăн атте аслă ывăлăмшăн чи юратнă асатте пулчĕ. Вăл ăна чăннипех пăхрĕ: апатне те çитеретчĕ, уçăлма та илсе çỹретчĕ. Эпĕ ывăлăма аттепе хăварма шикленмен".

Алексей Архипович ЛЕОНОВ, Совет Союзĕн икĕ хут Паттăрĕ:

"Манăн çакнашкал ыйту тухса тăрать: "Çак пĕчĕк çемьерен тухнă чăваш хăйĕн республикинчи çынсене мĕнле пĕрлештерме пултарчĕ?" Кунта хуравĕ те пур - халăх тата Андриянăн амăшĕ - Анна Алексеевна. Ăна кам курнă? Паллах, эпĕ те. Эпир кỹршĕсем пулнă. Анна Алексеевна "Тăван çĕр-шыв-анне" скульптура валли чи лайăх сăнар пулĕччĕ.

Паян республикăра пулса иртекен ĕçсене ырлатăп эпĕ. Чи малтанах, Михаил Васильевич Игнатьевпа мухтанатăп. Тепĕр хут аса илтересшĕн: "Чăваш Ене юратса, Раççее шанса" ырă сăмахсем шанчăк кỹреççĕ".

Виктор Дмитриевич БЛАГОВ, "С.П.Королев ячĕллĕ "Энергия" ракетăпа космос корпорацийĕ" АУОн тĕп специалисчĕ:

"Чăваш Енре эпĕ саккăрмĕш хут. Çак вăхăтсенче çĕннине чылай асăрхатăп. Çамрăксене те техника вузĕсене кĕме сĕнетĕп. Тен, кам та пулин пирĕн корпорацине ĕçлеме килĕ. Эпир вĕсене кĕтсе илме яланах хавас".



"Елчĕк Ен"
10 сентября 2014
10:15
Поделиться